Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрле ĕçлени _ сулмаклă ỹсĕмсен никĕсĕ

 2007 çул _ Ача çулталăкĕ. Ачасем _ пирĕн пуласлăх, пирĕн ĕмĕт. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн Республика Президенчĕ Николай Васильевич Федоров çакна Указпах çирĕплетрĕ. Çавна май çулталăк девизĕ республикăра пурăнакан кашни çыншăнах социаллă пĕлтерĕшлĕ, актуаллă.

2007 çул пирĕн район халăхĕшĕн юбилейлă çул та шутланать. Патăрьел районĕ 80 çул тултарать.

Юлашки çулсенче район аталанăвĕ халăхăн чăн тупăшĕ ỹснипе, ял хуçалăх производствин калăпăшĕ пысăкланнипе, çурт-йĕр тăвас ĕç кăтартăвĕсем пысăккипе, социаллă пурнăçпа экономика аталаннипе тата ĕçлекен çынна вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтернипе палăрса тăрать.

2007 çулхи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 294 миллион тенкĕ. Бюджетăн тĕп пайĕ _ социаллă пурнăçа аталантарма каять.

Юбилейлă çулталăкра мĕнле ĕçлесе пыратпăр-ха?

Кăçал çанталăкăн йывăр условийĕсене пула çур аки вăраха тăсăлчĕ. Çапах та 12 пин гектар тĕрлĕ культурă акса хăварма пултартăмăр. Унсăр пуçне, 6650 гектар кĕрхи тĕш-тырă йышăнать. Кăçалах 4751 гектар çĕр улми, 300 гектар чернушка-сухан, 748 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 986 гектар пахча çимĕç акнă-лартнă.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çум курăкран тата чир-чĕртен хими препара-чĕсем сапаççĕ, утă çулаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

 "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçласа чылай ĕç пырать.

Районĕпе мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ 17091 пуçа çитрĕ. Ĕнесем кăна _ 7810 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче 1537 пуç. Районта _ 18374 пуç сысна, вĕсенчен 8844-шĕ ял хуçалăх предприятийĕсен. Çапла вара, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, шултра выльăх шучĕ _ 10:, сысна шучĕ 25: ỹснĕ.

Машинăпа трактор паркне çĕнетесси малти вырăнта. Кун валли пĕлтĕр 27 миллион тенкĕ укçа пĕтернĕ пулсан, кăçал вара 50 миллион явăçтарма палăртнă. Хальлĕхе ял хуçалăх предприятийĕсем 88 миллионлăх кредит илнĕ.

"АПК аталанăвĕ" наци проектне ĕçе кĕртме тытăннă хыççăн уйрăмах вăйланнă кредит политики хресчен çемйине япăх мар ĕçлесе илме май парать. Çакна кашнийĕшĕ ăнланса 13387 хушма хуçалăхран 485-шĕ 75676 пин тенкĕ кредит илчĕ.

Строительствăра та ăнăçлă утăмсем тунă: яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантармалли программăна тĕпе хурса инвестиципе 313 миллион ытла тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма, тĕрлĕ объекта реконструкцилеме палăртнă.

Çул-йĕр тăвассине вăйлатас тĕлĕшпе йышăннă Указпа килĕшỹллĕн, пирĕн района 218,2 млн. укçа куçарнă. Унсăр пуçне 72 млн. "Тĕнчери банк" кредит панă.

Кăçал пирĕн "Патăрьел-Сăкăт", "Первомайски-Анат Тăрмăш-Турхан", "Первомайски-Ишлĕ-Ульяновка-Люля", "Турхан-Хурама Твар", "Шăнкăртам-Аслă Чемен-Тури Чакă", "Нăрваш Шăхаль-Вăрманхĕрри Шăхаль-Ясная Поляна", "Красномайск-Çĕнĕ Чепкас" автомобиль çулĕсем тумалла, 311 млн. 519 пин тенкĕ усă курмалла. "Патăрьел-Сăкăт" çулĕ уçăлчĕ те ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра тĕп больницăн хушма корпусне тунă çĕрте хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Корпусăн пĕрремĕш хутне хăпартнă та ĕнтĕ. 16 млн. укçа уйăрнă, 9 млн. федераллă бюджет панă. Ку ĕç 2008 çулхи июньре вĕçленмелле. Унта терапипе неврологи уйрăмĕсем, ачасемпе хĕрарăмсен консультацийĕсем пулĕç.

Районта çамрăксем валли Сельхозтехника культура çуртне реконструкцилесе 2 бассейнлă, пысăк спортзаллă, фитнес пỹлĕмлĕ спорт керменĕ тăватпăр. Спорткомплекса ноябрьте хута яма палăртнă.

Республика Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕпе палăртнă ял халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли программа пурнăçланать. Татмăш ялĕнче ку ĕçе вĕçленĕ. Патăрьелĕнче те шыв тасатакан пысăк сооружени тăваççĕ, урамсене пăрăх хываççĕ.

"Дружба" кинотеатр пулнă çурта реконструкцилесе "Мăшăрлану керменĕ" тăватпăр. Ноябрьте пĕр-ремĕш çамрăк мăшăра йышăнма палăртнă.

Пăлана тỹрлетес ĕç малалла пырать. Халĕ Тикешпе Еншик ялĕсем тĕлĕнче ĕçлеççĕ.

Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çумпрограммăпа районти 13 çемье 3,5 млн. тенкĕ илсе хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарчĕç. Кăçал района тата 1 млн. та 700 пин тенкĕ хушса пачĕç.

 Çавăн пекех районта "Яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантарасси" программăпа ĕçлесе çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене пулăшма 2330 пин уйăрнă. Çавăн пекех тулли мар, япăхрах пурăнакансене пулăшма 500 пин, тăлăх ачасене пулăшма 346 пин тенкĕ яратпăр.

2007 çулта районта 25300 тăваткал метр пурăнмалли çурт, хваттер тума палăртнă, 5 уйăхра _ 4 пин тăваткал метр хута янă та ĕнтĕ. Халĕ Патăрьелĕнче 24 хваттерлĕ çурт тума пуçланă.

Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ те ыттисемпе пĕрлех аталанаççĕ. Çак енчен калама çук пĕлтерĕшлĕ сыпăк _ шкулчченхи воспитани тытăмĕ. Юлашки çулсенче шкул-сад, ясли-сад тата ытларах уçнă пулин те, ку пире тивĕçтермест. Шкул çулне çитмен ачасене вĕрентмелли учрежденисем уйрăмах Патăрьелĕнче çитмеççĕ. Паян ача çураласси ỹснĕ, ĕç рынокĕнчи лару-тăру палăрмаллах лайăхланнă вăхăтра эпир ача сачĕсен проблемисене татса пама тивĕç. Шкулчченхи вĕренĕве йĕркелессинче çаврăнăçуллă, çĕнĕ пултарулăх мелĕсем кирлĕ. Çак йывăрлăхсене сирсе ямалли мелсенчен пĕри _ уйрăм çын тытса тăракан ача сачĕсем йĕркелесси.

Хальхи вăхăтра районта 9 база шкулĕ, çав шутра 3 ресурс центрĕ, 52 муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕ. Вĕсенчен 15-шĕ _ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан, 11-шĕ _ тĕп пĕлỹ тата 8-шĕ кĕçĕн классене вĕрентмелли шкулсем, 15 ача сачĕ тата 3 хушма пĕлỹ паракан учреждени. Унсăр пуçне район территорийĕнче патшалăх вĕрентỹ заведени-йĕсем те виççĕ: Патăрьелĕнчи шкул-интернат, 7-мĕш професси училищи тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ.

Вĕренỹ системинче пысăк улшăнусем тума витĕм кỹрекен сăлтавсенчен пĕри _ инновациллĕ технологисемпе пĕлсе, пуçаруллă усă курни. Халĕ шкулта кашни 25 ача пуçне 1 компьютер тивĕçет. (Чăваш Республикипе те çавăн пекех). Шкулсен 90: яхăн интернетпа çыхăнтарнă, чылайăшĕ хăйсен сайтне уçнă. Ун пек çыхăну вĕрентекенсемпе шкул ачисене пĕтĕм Раççейри тата тĕнче шайĕнчи информаци уçлăхне кĕме май парать. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Тĕнчери çыхăну" текен система пур вĕрентỹ учрежденисене те çитмелле.

Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан "Çĕнĕ шкул" наци программин чăн шухăшĕ _ моральпе этика енчен те, ỹт-пỹ тĕлĕшĕн-чен те ăслă-тăнлă Çын ỹстересси. Пирĕн вĕренỹ системинче çак идейăсене пурнăçлама условисем аванланчĕç.

Пурнăçпа тан утса пырасшăн Патăрьел район халăхĕ. Ял ĕçченĕсене пурăнма хăтлă пултăр тесе кĕске вăхăтрах çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр, çамрăк çемьесене пулăшса çăмăллатнă кредитпа усă курма майсем туса патăмăр, халĕ ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес ĕç пырать.

Çавăн пекех районта тĕслĕх библиотекăсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçни тата вĕсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерни _ ял çыннишĕн тăрăшнин тăсăмĕ. Çывăх вăхăтрах районти кашни яла асфальтлă çулпа çыхăнтарса пĕтермелле.

 Патăрьел район халăхĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе чăннипех те мăнаçланма пултарать. Паллах, ĕçлемелли, пурнăçламалли нумай. Районта пурăнакан тĕрлĕ нациллĕ халăх пĕрле вăй хурсан, пĕр шухăшлă пулсан çеç хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулатех?



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июня 2007
00:00
Поделиться