Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ан тапта илеме!

 

Атте, анне, хăвăнпа пĕр тăвансем, студент пурнăçĕнчи юлташсем кашни çыншăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пархатарлă та манăçми асăмсем пулса юлаççĕ. Паллах, аттепе аннене никампа та ылмаштараймăн, никампа та танлаштараймăн. Вĕсем çĕрĕпе çывăрмасăр, хăйсем ĕçлесе ывăнса килсен те, хăйсем çимесĕр ачасем тутă пулччăр, салтака каймалла пулччăр тесе (ĕлĕкхи вăхăтра пурте çапла шутланă) çак çутă тĕнчене хăйсенчен те лайăх çынсем юлччăр тесе тăрăшни пуриншĕн те паллă. Эпир хамăр аттепе аннене чăваш сăмахĕпе те, вырăс, тутар сăмахĕсемпе те, хамăра пăхса çитĕнтерсе, вĕрентсе çын тунăшăн вĕсене тивĕçлĕ сăмах тупаяс та çук, калаяс та çук. Турă каçартăр. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра. Анчах та аттепе аннене пурте кирлĕ пек, хăйсем пире пăхса ỹстернĕ пек пурăнма шутламастпăр, çынсенчен те вăтанмастпăр. Çакăн пек çынсем ĕнтĕ обществăра кирлĕ мар ĕç тăвакансем.

Хальхи вăхăтра халăхра çынлăх пĕтсе пырать. Ашшĕ-амăшне килĕсенчен хăваласа кăларса яраççĕ, теприсем _ пенси укçине çапăçса тăпăлтарса илсе ĕçсе яраççĕ, çак çынсемех милици органне лекеççĕ.

Чăваш Республикинчен вăхăтлăха е яланлăхах тухса кайсан, нумаях та пурăнмастпăр ял, район, тăван пĕлĕшсем аса килеççĕ. Çуралнă çĕр-шыв начар-и, лайăх-и _ яланах хăй патне туртать. Апла пулсан пирĕн пурин те çамрăккисен те, ваттисен те ял, район вырнаçнă тавралăха юратни тата çĕнетни кирлĕ. Аттесем çапла хушса хăварнă-çке пире!

 Ушкăнпа пуçтарăнса тăнă вăхăтра хĕвеланăçĕнчи çĕр-шывсене тирпей-илемпе, хăйсен сăпайлăхĕсемпе, тараватлăхĕсемпе пиртен уйрăлса тăраççĕ тенине илтме пулать. Мĕншĕн эпир вара чĕлхепе çынсен ĕçĕ пирки калаçатпăр та хамăр çак лайăх япаласене тăвасшăн мар. Хамăра хỹтĕлесе тăракан тăван тавралăх яланах ытти ял, районсенчен илемĕпе уйрăлса тăтăр тесе тăрăшмалла. Халăхĕсем ăслă-тăнлă, пысăк тавра курăмлă пулни те чуна савăнтарать.

Пире атте-анне çĕр çинче пурăннă чухне кирлĕ мар ĕç тума мар, шурă йĕр хăварма пилленĕ, вĕсен пиллĕхĕ пире çитмеллех!

Пĕр сăлтава пула манăн кỹршĕ Комсомольски районне кайма тỹр килчĕ. Юлташпа тĕл пулма вокзал еннелле утрăм. Пăхатăп та вĕр çĕнĕ автобус çине çакăн пек çырса хунине вулатăп: "Ỹс, чечеклен, илемлен, савнă енĕм, Патăрьел!" Çак сăмахсене пăртак мухтанарах юлташа вулаттартăм, вăл мана çакăн пек ответлерĕ: "Чăнах та Патăрьелсен мухтанмалăх та пурах çав ĕнтĕ, çыннисем те район ятне кирлĕ шайра тытассишĕн тăрăшаççĕ", _ терĕ. Çак автобус çине çырнă сăмахсене тарăннăн шутласан, район çыннисем пĕтĕм вăй-халне, ăс-тăнне пĕр çĕре чăмăртанăн туйăнать. Пурнăçа çапла пурăнмалла та ĕнтĕ. Пĕрлĕхре _ вăй! Çавăнпа та пысăк-и, пĕчĕк-и ыйтусене татса панă çĕрте халăхпа калаçса, халăха ĕçĕн тĕллевĕ çинчен ăнлантарса çитĕнỹ патне илсе пыма пулать. Çавăнпа ĕнтĕ халăхпа калаçма информаци кунĕсем ирттереççĕ.

Эпир пурнăçа пурăнма пĕлни, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртсе, тăван тавралăха юратса, çут çанталăкăн пурин валли те туса панă ырлăхне сыхланинчен килет. Ака уйăхĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланмалли Пĕтĕм Раççейĕпех ятарлă кунсем иртрĕç. Унсăр пуçне çулталăка икĕ хут Йывăç кунĕ иртет. Çак палăртнă мероприятисен тĕллевĕ территорисене тирпейлесси тата симĕслентересси пулса тăрать. Ĕлĕкхи вăхăтра яла куккук килсе авăтсан, аван мара кăтартать тетчĕç. Мĕншĕн-ха куккук хальхи вăхăтра ял çывăхĕнчи йăмралăхсенче, садсенче авăтма пуçларĕ?

Халăхăн ĕлĕкхи шухăш-кăмăлĕ пĕтрĕ. Камшăн хитре мар-ши çак ирхи куккук сасси? Ăнланакан çынсемшĕн пуриншĕн те кăмăллă. Çакăнта вăл çут çанталăк илемĕ. Хăй вăхăтĕнче колхоз ертỹçисемпе специалистсем эрозие хирĕç кĕрешсе Пăла шывĕ тăрăх, хăйсен территоринчи тип çырмасене пĕвелесе йывăçсем лартрĕç. Вĕсем вăрман пулнă та ĕнтĕ.

Хăш-пĕр ял поселенийĕсен ертỹçисем, культура ĕçченĕсем йывăç лартма май уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче йĕркелерĕç. Ăçтан ỹстĕр-ха çак вăхăтра йывăç? Мĕншĕн тесен çĕмĕрт, пилеш, чие, панулми, катăркас йывăççисем çеçкене ларнă та! Ĕçе ятне туни тăван тавралăха симĕслетни мар, вăл отчет валли çеç. Çак йывăçсем пурте тенĕ пек типсе каяççĕ вĕт. Çаксене шута илсен Н.Теветкел çырнă сăввăн пĕр татăкне çырса хăварасшăн. "Чечек çурать пулин те тал пиçен, вăл пур пĕрех çум курăк çемйинчен".

Патăрьел районĕ хăй йĕри-тавра 56 яла пĕрлештерсе тăрать, республикăра чи пысăк районсенчен пĕри шутланать. Паянхи кун Патăрьел центрĕ ытти çулсемпе танлаштарсан самаях илемленчĕ, ешерчĕ. Капăр çуртсем, çул айккисемпе ешерекен курăксемпе йывăçсем, халăх валли ятарласа канма тунă вырăнсем чуна илĕртеççĕ, çаксене курсан тата та нумайрах пурăнас килет, лайăххисене курас килет.

Анчах та çак илемлĕхе, тирпейлĕхе варалама юратакансем те сахал мар-ха. Ватăсенче вара типтерлĕх пур. Пĕр кунхине пĕр ватă кинемей почта умне çитнĕ те ешĕл курăк çине пусма именсе-ши, ăçтан каçмаллине ыйтрĕ. Çав вăхăтрах виçĕ çамрăк çак ешернĕ курăка таптаса урлă каçса кайрĕç. Эпĕ чăтаймасăр вĕсене чартăм та йăнăш туни çинчен ăнлантарма тăрăшрăм. Çамрăксем хирĕçле хурав анчах параççĕ. Ешерекен курăк урлă ăçтан килнĕ унтан каçмалла мар ĕнтĕ. Пур вĕт ятарласа плита сарса панă сукмак. Намăс та мар-ши çакăн пек çынсене? Ман шутпа, çакăн пек сăтăрçăсене çут çанталăка юратма тата хаклама вĕрентмешкĕн кашни ирттерекен мероприятисенче пусарсах ăнлантарма вăхăт çитнĕ пулĕ тетĕп. Çынпа ĕçлеме пăрахмалла мар. Тăрăшса, пурте пĕрле вăй хумасăр тирпейлĕхпе типтерлĕх пулаяс çук. Ку ĕçе çамрăксен ашшĕ-амăшне те явăçтармалла, ăнлантармалла. Çак асăннă ĕçсене типтерлĕ туса пырас тесен граждансен пухăвĕсене ирттерсех тăмалла, обществăра тĕрĕс мар тытакан граждансене район хаçачĕ урлă питлемелле, саккун йĕркисемпе паллаштармалла, ответ тыттармалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июня 2007
00:00
Поделиться