Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял управçи _ ШКУЛ

 

Аслă Чементи вăтам шкула 204 ача пĕлỹ пухма çỹрет. Çакăнтах чылайĕшĕн ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ вĕреннĕ. 22 учитель ĕçлет. Вĕсем вĕрентĕве аслă ăру тĕслĕхне тĕпе хурса илсе пыраççĕ, ăна пурнăçпа çыхăнтараççĕ. Шкул саккинчен тухакансене çĕр çинче ĕçлеме кирлĕ пулакан хăнăхусене параççĕ.

Пĕлỹ çуртне Тури Чакă, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен ялĕсенчи çитĕнекен ăру пĕлỹ пухма çỹрет. Çавна шута илсе шкул "Пирĕн урам" программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн каникулсенче тата уроксем хыççăнхи ачасен пушă вăхăтне интереслĕрех ирттерессишĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Унта вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, учительсене, "Хунав" ача сачĕн воспитателĕсене, ял тăрăхĕн депутачĕсене кĕртнĕ. Урам отрячĕсем тирпей-илеме тытса тăма, тавралăха симĕс тум тăхăнтартма, ватă çынсене пулăшма тăрăшаççĕ. Концерт лартни те паха.

Шкулпа ашшĕ-амăшне тачă çыхăнтарассине кĕçĕн класс учителĕсемех йĕркелесе яраççĕ. Вĕсем аслисене класс тулашĕнчи меро-приятисене чĕнеççĕ, походсене явăçтараççĕ, тĕрлĕ хулана экскурсине илсе тухаççĕ.

 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем факультативлă, элективлă курссене çỹреме пултараççĕ. 10-11-мĕшĕсенче пĕлỹ пухакансем йывăçран япаласем тума, касса кăларма хăнăхаççĕ. Халăх промыслисене упраса хăварса аталантарса пырассине тĕпе хуратпăр.

Шкул вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Çавна май аслă ăру килти ĕç хатĕрне, урапа-çунана, çурт пурине, хуралтă-витене хăй ăсталаса тунă. Çак ĕçре маçтăрсем паян та пур. Алăран тухаканнине кăмăлтан пурнăçлатăн. Ачасем те пурнăçра кирлине хаваспах алла илеççĕ. Çакна шкул мастерскойĕнче ăсталанă япаласем те çирĕплетеççĕ. Вĕсемех вĕренỹ кабинечĕсене, коридора сăн кĕртеççĕ. Шкулта пине яхăн чечек ỹстерни те ачасене ĕçе хăнăхтарма явăçтаратех.

Шкул çумĕнче сăнав участокĕ пур. Унта тĕрлĕ çимĕç çитĕнтеретпĕр. Ытлашшине сутса пурлăха куçаратпăр. Хамăр вăйпах спортзалри ăшăтакан, çутă системисене юсарăмăр. Музыка центрĕ илнĕ. Шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме те яратпăр.

"Трудовик" кооперативпа, Пăла, Упамса лесничествипе тачă çыхăнура. Каникул вăхăтĕнче вĕсенче ĕçлесе укçа тăваççĕ ачасем. Сиплĕ эмел курăкĕсем пухаççĕ. Районти ĕçсĕррисен центрĕ шкул килĕшĕвĕпе ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет.

Вĕренỹ çуртĕнче иртекен тĕрлĕ мероприяти çинчен район хаçатĕнче пĕлтерсех тăратпăр. Çавăнпа тепĕр хут чарăнса тăрассăм çук. Спортпа туслă ачасем. Юрра-ташша ăста. А.Медведева, А.Яганов, Н.Медведева, Е.Мрелькина тата ыттисем те республика ăмăртăвĕсен призерĕсем.

Шкул 100 çул тултарнă ятпа музей уçнăччĕ. Тăван ен историйĕпе унти экспонатсем урлă паллашма пулать.

Шкул _ ял управçи, унăн йăли-йĕркине тытса пыраканни, аталантараканни, пуянлăхне хушаканни. Шкул пур çĕрте пурнăç пурах. Аслă ăрăвăн ырă ĕçне малалла та çакнашкал илсе пыма тăрăшатпăр эпир.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться