Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр çемьерен _ икĕ салтак

 

Ывăл ача çуралсан çĕр-шыва юрăхлă пултăр тенĕ. Çут тĕнчене килнĕ ăрăва малалла тăсакансене Туçари Салминсем те çак сăмахсенех каланă. Лидия Нестеровнăпа Владимир Павловичăн вĕсем виççĕ. Çитĕннĕ ĕнтĕ. Саша Шупашкарта ĕçлет, салтакра пулнă. Иккĕшĕ çар тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Вăталăххи Хабаровскине лекнĕ. Шăллĕсем пиччĕшĕпе амăшне хăйсен пурнăçĕпе паллаштарсах тăраççĕ. Çар службин шутлă кунĕсем кĕскелсе пыни çинчен пĕлтереççĕ. Çак кунсенче амăшĕ савăнăçлă хыпар илчĕ. Павел службăра тăракан часть командованийĕ Туçа каччине ырă енĕпе палăрнине хыпарлать, çар тивĕçĕсене кăтартуллă пурнăçланине пĕлтерет. Хĕç пăшалпа çар техникине ăста алла илнĕ вăл. Вĕренỹсенче професси маçтăрлăхне кăтартать. Юлташĕсемпе салтаксем хушшинче авторитетлă, вĕсен хисепне тивĕçнĕ.

Командир шанчăклă çĕр-шыв хỹтĕлевçи çитĕнтернĕшĕн Лидия Нестеровнăна тав тăвать, пурнăçра сывлăх, ĕçре ăнăçу сунать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться