Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ИКĔ КУНТА ИКĔ ТĔСЛĔХЛĔ ВУЛАВĂШ УÇĂЛНĂ

 

Районта тĕрлĕ шайри тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртесси ăнăçлă пулса пырать темелле. Ку тĕлĕшпе район пуçлăхне Н.Глухова тав тумалăх пур. Иртнĕ кĕçнерникун, сăмахран, республика Президенчĕн Указне пурнăçласа Татмăшра тĕслĕх вулавăш уçнă. Шучĕпе вăл пирĕн районта çирĕммĕш пулнă.

Тепĕр кунхинех, июнĕн 15-мĕшĕнче, çакнашкал пысăк савăнăçа Тутар Сăкăтсем пĕрле пайланă. Район администрацийĕн социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ С.Викторов ялта модельлĕ библиотека уçнине ĕнентерекен свидетельство панă, ял халăхне электронлă шутлав вăйĕпе, пулăшăвĕпе пур енлĕн те туллин усă курма ăнăçу суннă.

ИНКЕКСĔР ТЕ, УСĂЛЛĂ ТА ИРТТĔР

Кĕр мăнтăр, пуян та, тулăх та пултăр тесен ял ĕçченĕн шăпах халĕ нумай тар тăкма тивет. Шăрăх кунне уямасăр утă-улăмне те хатĕрлемелле, пахча çимĕçне те çумкурăкран тасатмалла тата ытти те. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çак ĕçе ачасем те нумай явăçаççĕ. Çавăнпа та ĕçлесе пиçĕхнĕ хыççăн шыва кĕме кайсан питĕ асăрхануллă пулмалла. Кану кунĕсем инкексĕр, усăллă иртччĕр. Инкек тени пурнăçра пĕрре çеç пулать. Çак кунсенче, акă, Кивĕ Катекре пĕр ачана электричество токĕ çапса вĕлернĕ. Хуларан тăванĕсем патне килнĕскер вăл. Тĕслĕ металшăн курнă вăл çак инкеке. Çавăнпа асăрханулăх пирки те манмалла мар.

ÇĔНĔ ÇЫРĂНТАРУ ÇУРТĔНЧЕ АЛĂ ПУСĔÇ

Район центрĕнчи пысăк строительство объекчĕсенчен пĕри _ "Дружба" кинотеатр çуртне реконструкцилесе çамрăк мăшăрсен çырăнтару çуртне тăвасси. Хальхи вăхăтра кунта çуртăн тăррине çĕнĕрен витеççĕ, шалти ĕçсене тирпейлеççĕ. Ноябрь уйăхĕнче вара çак керменре телейлĕ пĕрремĕш çамрăк мăшăра шута илĕç. Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттерме тĕв тытнисем çĕнĕ çуртра свидетельство çине мăшăрланни çинчен ĕнентерсе алă пусĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться