Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акцие активлă хутшăннă

 

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен çĕр-шыври пур регионта та, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунă кунлăхĕ" акци иртрĕ. Çак пысăк мероприятие "Раççей Почти" ФПУП йĕркеленĕ. Акци вăхăтĕнче Раççей Почтин пур уйрăмĕсенче те хаçатсене çирĕм процент йỹнерех çырăнтарнă. Асăннă яваплă тапхăр пирĕн районта та ăнăçлă иртнĕ. Пăлапуç Пашьел çыхăну уйрăмĕнче, сăмахран, çак кĕске тапхăрта районта тухса тăракан "Авангард" хаçата 18-ăн çырăннă. Çăмăллатнă çырăнтару условийĕпе Ишлĕ çыхăну уйрăмĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться