Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлĕ эрне пĕтĕмлетĕвĕ

 Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтанах "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕнчи черетлĕ ХII отчетпа суйлав конференцийĕн итогĕсемпе паллаштарнă. Унăн ĕçне пирĕн районтан та сумлă делегаци хутшăннă. Конференцире отчетлă докладпа партин чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский тухса калаçнă.

Канашлура çавăн пекех Республика кунне хатĕрленсе район шайĕнче пурнăçламалли ыйтусене те çивĕчлетнĕ, уява асра юлмалла ирттермешкĕн тĕллевсем лартнă.

Паян кун йĕркинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ Президент программине пурнăçа кĕртсе кашни яла асфальтлă çулпа çыхăнтарасси. Ку тĕлĕшпе районта ĕçсем начар мар пыраççĕ. Ĕçлемелли те пайтах. Çулталăк вĕçлениччен 42 çухрăм асфальтлă çула хута ямалла-çке-ха.

Канашлура коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусене те сỹтсе явнă. Çывăх вăхăтрах котельнăйсене юсама, хĕле хатĕрлеме пикенмелле. Кунтах тирпей-илемпе, ял, урам, кил-çурт хăтлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться