Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕлĕхе ырларĕç

 Тутарстан республикинче (Хусан хулинче) "Вĕрентỹри аудиовизуаллă, информациллĕ тата коммуникациллĕ технологи: малашлăхри аталану çул-йĕрĕ" темăпа пĕтĕм тĕнчери конференци иртрĕ. Ăна республикăри наукăпа вĕрентỹ министерстви, ЮНЕСКО институчĕ, "Лидеры образования" журнал, SMART Technologie, Polymedia компанисем йĕркелерĕç. Унăн ĕçне патшалăх влаçĕн федераллă тата регионаллă органĕсен, Раççей Федерацийĕн аслă вĕренỹ заведенийĕсен, наука-тĕпчев институчĕсен, 2006, 2007 çулсенче инновациллĕ вĕрентỹ программине пурнăçа кĕртекен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисем хушшинчи конкурсри çĕнтерỹçĕ шкулсен (Ижевск, Киров, Мускав, Ногинск, Новосибирск, Пермь, Самара, Санкт-Петербург, Северск, Тольятти, Томск, Ульяновск хулисен, Оренбург облаçĕн, Мари, Удмурт, Чечен, Чăваш республикисен, Тутарстанăн), ЮНЕСКО институчĕн, Великобритани, Украина, хамăрăн тата ют çĕр-шыв компанийĕсен информаци технологийĕ тата çыхăнупа вĕрентỹ министерствисен, вăл шутра SMART Technologie (Канада), Polymedia (Раççей), Mitsubishi Elekfric (Раççей), Sanako (Финлянди), ReDcenter (Раççей), ICLknodc (Раççей), 400 ытла представителĕ хутшăнчĕ. Конференцие пирĕн республика делегацийĕ те кайрĕ. Районтан вара çĕнĕлĕхпе паллашма вĕрентỹ пайĕн методика центрĕн директорĕ Ю.Миронова, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕн ертỹçи В.Чернышев, Туçари вĕрентỹ центрĕн директорĕ П.Шашкин, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Л.Софронова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Платонова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул директорĕ П.Александров, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ Х.Сабитов, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ С.Мулюкова тивĕç пулчĕç. Конференцие хутшăннисем вĕрентỹ системинчи информаци технологийĕпе дидактика никĕсĕ çинчи информаци аталанăвне тишкерчĕç, çĕнĕ çул-йĕре палăртрĕç, интерактивлă педагогика технологин ỹсĕмне тата ыттине пăхрĕç. Çавна май вĕсене вĕрентỹ управленийĕсенче, ертсе пыракан аслă шкулсенче çул пама сĕнчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2007
00:00
Поделиться