Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паркра _ ачасен уявĕ

 Ачасене хỹтĕлемелли кун районти ỹссе çитĕнекен ăрушăн чăн-чăнах асра юлмалли уяв пулчĕ. Район центрĕнчи "Солнышко", "Василек", "Центральный" ача садне çỹрекенсем ушкăнпа, ыттисем хăйсен ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшпе, пиччĕш-аппăшпе Патăрьелĕнчи кану паркне пухăнчĕç. Çанталăкĕ янкăр уяр тỹпеллĕ, хĕвеллĕ. Çакă та ачасемшĕн лайăх пулчĕ. Уяв ячĕпе райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Н.Маллина саламларĕ, ачасене çирĕп сывлăхлă ỹсме сунчĕ. Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Сельцов каялла таврăнман ачалăха асра юлмалла ирттерме сĕнчĕ. Унтан концерт пуçланчĕ. Патăрьелĕнчи музыка шкулĕнче вĕренекенсем, районти вĕрентỹ пайĕн хушма пĕлỹ паракан центрĕн кружокĕсене çỹрекенсем, тĕрлĕ шкулсенче пĕлỹ пухакансем, "Евгения" ушкăн хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Телейлĕ ачалăх çинчен юрларĕç ачасем. Ун хыççăн ỹкерессипе конкурс, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ пулчĕ.

Çак хушăра паркра ỹкерчĕксен, алăпа ăсталанă теттесен, биссертан çыхнă япаласен куравĕ иртрĕ. Районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма май туса пачĕç.

Ачасене хỹтĕлемелли уява йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн вĕрентỹ пайĕн хушма пĕлỹ паракан центрĕн, спорт шкулăн, культурăпа кану центрĕн, библиотека ĕçченĕсем самаях тăрăшрĕç.

Çак кун районти ялсенчи ытти ачасем те уява уяв пек турĕç. Шкулсенче кану лагерĕсем ĕçе пикенчĕç Вĕсенчи ачасене ертỹçĕсем каникул вăхăтĕнче сывлăха çирĕплетме ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. "Яланах янкăр тỹпе, çутă хĕвел, телейлĕ ачалăх пултăрах сирĕн", _ терĕç. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 июня 2007
00:00
Поделиться