Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виççĕмĕш ывăлне кĕтсе илчĕç

 

Сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ кашни арçын ачан çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕ _ çар хĕсметĕнче пуласси. Салтак аттине тăхăнса, пăттине çисе курнă çын унчченех хисеплĕ пулнă, халĕ те çаплах. Тăрăн ялĕнче пурăнакан Валерийпе Надежда Егоровсем çак кунсенче хăйсен виççĕмĕш ывăлне çар службинчен кĕтсе илчĕç. Пысăк хавхаланупа, ырă кăмăлпа таврăнчĕ Дима салтакран. 3532 çар чаçĕнче иккĕмĕш автомобиль уйрăмĕн командирĕ пулнă вăл. Службăна тỹрĕ чунпа, пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, професси ăсталăхне кăтартнăшăн чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çар характеристики çинче Дмитрий Валерьевич çирĕп кăмăллă, пултаруллă, чăтăмлă, спортпа туслă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ салтак пулни çинчен каланă.

Ахальтен мар ĕнтĕ унăн нумай ырă енне шута илсе ăна панă характеристикăра шалти ĕçсен пайĕн органĕнче ĕçлеме тивĕçлине каланă. Ку енĕпе вара Егоровсен ĕç династийĕ сарăлсах пырать. Аслă пиччĕшĕсем те, куккăшĕ те йĕрке хуралĕнче ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2007
00:00
Поделиться