Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Утăмсерен _ ырă улшăну

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов советниксемпе канашласа ĕçлессине тахçанах йăлана кĕртнĕ-ха. Ку хутĕнче советниксем Николай Иванович ертсе пынипе Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллашас тĕллевпе ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç. Унчченхи малта пынă хуçалăхсен опытлă ертỹçисем _ шур сухалсем Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Турхан, Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Патăрьел, Сăкăт, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Калаçу тирпей-илем, социаллă-экономикăллă аталану, ял хуçалăх аталанăвĕ, ял çамрăкĕсене ĕçпе тивĕçтерес, ялсенче пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас ыйтусем тавра пычĕ.

Республика Президенчĕ Николай Федоров çул-йĕр тăвассине вăйлатас тĕлĕшпе йышăннă Указа пурнăçлас тĕлĕшпе районта чăннипех те нумай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çулта çеç 9 километра яхăн автомобиль çулĕ хута кайнă, çакă 2005 çулхинчен пилĕк хут нумайрах. 2007 çулта "Патăрьел-Сăкăт", "Первомайски-Анат Тăрмăш-Турхан", "Первомайски-Ишлĕ-Ульяновка-Люля", "Турхан-Хурама Твар", "Шăнкăртам_Аслă Чемен-Тури Чакă", Нăрваш Шăхаль-Вăрманхĕрри Шăхаль-Ясная Поляна", "Красномайск-Çĕнĕ Чĕпкас", "Первомайски-Ишлĕ-Люля" автомобиль çулĕсем хута каймалла. Мĕн пурĕ 42 километр тăсăлмалла, 311 миллион та 519 пин тенкĕлĕх.

Ĕçлĕ ушкăн пур объектсене те çитсе курчĕ, кунта вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ. "Дорисс", УАО ЧР "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятин Патăрьелĕнчи ДРСУ филиалĕ, "Шыгырданы" ТПК, "ДПМК Батыревская" ООО _ çул-йĕр строительствин подрядчикĕсем. Яваплăха туйса вăй хунăран ĕçсем кал-кал, пахалăхлă пулса пыраççĕ. Çакна советниксем те палăртрĕç.

Социализмла Ĕç Геройĕ, КПСС Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, хăй вăхăтĕнче республикăра кĕрлесе тăнă, паллă "Гвардеец" колхоза ертсе пынă Василий Антонович Никитин тĕлĕннине пытармасăр çапла каларĕ: юлашки çулсенче районта нумай ырă улшăну пулчĕ. Çакă кашни утăмрах сисĕнет. Килсерен "кăвак çулăм" çунать, таса, паха шывпа тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ. Ялсем çĕнелсе улшăнаççĕ. Тирпей-илем кĕртессипе, тавралăха симĕслентерессипе ял тăрăхĕсенче чылай ĕç тăваççĕ. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсенче пурăнакансем кĕркунне-çуркунне транспортпа мар, çуран та аран тухса çỹретчĕç. Шанчăклă çул çукки нумай чăрмав кỹнĕ вĕсене. Юмахри пек ырă вăхăт çитессе 5-10 çул каялла пиртен никам та ĕненмен. Уйрăмах Люля, Ульяновка, Çĕнĕ Чĕпкас, Ясная Поляна пек пĕчĕк ялсенче пурăнакансем çак ырлăх пирки ĕмĕтленме те пултарайман.

Çул çỹреве хутшăннă советниксем республика, район ертỹçисен ĕçлĕ ăслă политикине те палăртрĕç, ырларĕç.

Çавăн пекех шур сухалсем Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче пулса ял хуçалăх производствин хальхи, малта пыракан технологийĕпе паллашрĕç, Тури Чакă ялĕ 400 çул тултарнине паллă тунă май аваллăха сăнланă ял сăн-сăпатне курса тĕлĕнчĕç.

Шăпах çак кун советниксенчен пĕри _ "Ленинец" колхоз председателĕ пулнă Анатолий Петрович Сироткин 80 çул тултарнă май ăна юбилей ячĕпе саламласа хаклă парне пачĕç.

 Çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ май шур сухалсем çакна палăртрĕç: район йăлтах çĕнелсе улшăннă, панкрута тухнă ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлеççĕ, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе те нумай ĕçлеççĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2007
00:00
Поделиться