Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Почтальонка "Авангарда" çырăннипе кăмăллă

 Район центрĕнче тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те пур. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çулталăк тăрăшшĕпех çырăнса илекенсем те сахал мар. Патăрьелĕнчи А.Грачева почтальонка уйрăмах Красноармейская урамра пурăнакансемпе савăнать.

_ "Авангард" касси тесе хаклас килет ман çак урама. Хапăл тусах çырăнаççĕ вĕсем хаçата. Ытларах пенсионерсем вулама юратаççĕ "Авангарда", _ кăмăлтан каласа парать почтальонка, çырăнтару тапхăрĕ мĕнле пынипе паллаштарнă май.

Парни пысăках мар, савăнăçĕ вара...

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ Павел Семенов чылай коллектива, уйрăм çынна ырă туса пулăшнине çыраççĕ те, калаççĕ те. Ача çулталăкне халалланă "Делай добро детям" акци пынă май, Патшалăх Думин депутачĕн фончĕ пирĕн районти мĕн пур пулас пĕрремĕш класс ачисене вĕренме кирлĕ канцеляри хатĕрĕсене парнеленĕ. Уйрăммăн илсен, парни пысăках та мар пек, анчах савăнăçĕ вара... Асăнмалăх парнешĕн мĕнле хĕпĕртемĕн.

Патăрьел çĕнелет, чун-чĕре çĕкленет

Район центрĕ çулсеренех çĕнелсе, улшăнса, капăрланса пырать. Аслă урампа иртнĕ чухне чылай çуртсен тул енчи сăн-сăпатне улăштарни çине пăхма кăмăллă. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çул центрта çеç университетăн, райадминистраци çурчĕ, унччен пулнă пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕн фасачĕсене çĕнетрĕç. Паян вĕсен умĕпе иртме кăмăллă. Хальхи вăхăтра налукçăсен çуртне капăрлатаççĕ. Çакнашкал черет ытти кантурсем патне те çитмелле.

Пăхса илтĕн _ хыпар пĕлтĕн

Район администрацийĕн çурчĕ умĕнчен иртсе çỹрекенсем çак çĕнĕлĕхе асăрханах ĕнтĕ. Шурă çуртăн хăрах кĕтессинче электронлă пысăк сехет çакăнса тăрать. Аякранах курăнать вăл. Пĕрре куç хĕснĕ чухне табло çине вăхăт çырăнать, тепрехинче вара урамра миçе градус ăшă е сивĕ пулни тухать, кун шутне те пĕлме пулать. Халăхшăн усăллă та, меллĕ те. Юлашки кунсенче вара ăшă температури пирĕн районта тăтăшах 30 градус ытла çырăнчĕ ун çинче.

Ỹркенмен ăста та, укçаллă та пулать

Районта килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа чи активлă усă куракансем _ Шăнкăртамсем. Хальлĕхе виççĕр çемье ытла çав çăмăллăхпа усă курнă. Çак тĕллевпе заявлени çырнисем те сахал мар. Патшалăх паракан çăмăллăха ытларах выльăх-чĕрлĕх усрас тĕллевпе усă илеççĕ. Хăш-пĕр çемье хушма хуçалăхрах çирĕме яхăн пăру усраççĕ. Ỹркенмесен укçа тума пулатех ĕнтĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2007
00:00
Поделиться