Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕ _ паркра

 

Районти хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн ларăвĕсене вырăна тухса ирттерессине тахçанах йăлана кĕртнĕ-ха. Ку хутĕнче вăл Тутар Сăкăтĕнче, Сыразетдин Хуснутдинов паркĕнче пулчĕ. Унта кайиччен хĕрарăмсем районти информаци кунне хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕпе Н.Осиповăпа, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертỹçин çумĕпе С.Скворцовпа тĕл пулчĕç.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, халăх пурнăçне лайăхлатас, ĕçлеме, канма условисем туса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри программăсене пурнăçласа çỹлерехри бюджетран хушма укçа-тенкĕ çăл куçĕсене тупни, малашне вырăнти бюджета пуянлатма предпринимательствăна аталантарасси, ял хуçалăх производствинче пысăк улшăнусем тăвасси, ăста кадрсем хатĕрлесси пирки каларĕ. Çак ыйтусене татса парас ĕçре хĕрарăмсен канашĕсем те пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Вĕсене ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ытларах ĕçлеме сĕнчĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова Сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентỹ системин ĕçченĕсен пилотлă проекчĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ун хыççăн ларăва хутшăнакансем Тутар Сăкăтне çул тытрĕç. Кану паркĕнче хăнасене ăшшăн йышăнчĕç. Пурне те ытармалла мар илем тыткăна илчĕ. Ретĕн-ретĕн лартса тухнă сип-симĕс чăрăшсемпе хырсем, яштака хурăнсемпе çăкасем тата ытти тĕрлĕ йывăçсем, тăрна куçĕ пек тăп-тăрă шывлă çавра кỹлĕ ытла та илĕртỹллĕ, вĕçен кайăкĕсем епле хитре юрлаççĕ тата.

Парк хуçи Сыразетдин Садретдинович хаваспах паркпа паллаштарчĕ. Хавхаланса калаçаканскер çулне кура мар çамрăк курăнчĕ. Чăннипех те пархатарлă ĕç тунă сакăр вунна çывхарнăскер. Çывăхри вăрмантан мĕн чухлĕ йывăç кăлара-кăлара килсе лартнă. Вунă çул каялла хăй ятĕнчен çĕр çине ĕмĕр асăнмалăх чĕрĕ палăк _ парк çитĕнтерсе хăварма шут тытнă. Шур сухал ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланнă.

Çакна ларура тухса калаçакан кашни çынах палăртрĕ.

_ Сыразетдин абы тĕрлĕ енлĕ аталаннă маçтăр. Вăл платник, пекарь, кулинар, кăмакаçă, хурт-хăмăр ĕрчетекен, сад, çĕр, юрă-ташă ăсти, фотограф, купăсçă, ялкор. Коран кĕнекинче палăртнă тивĕçе пурнăçласа ял-йыша савăнтармалăх парк чĕртрĕ. Кунта халь тĕрлĕ мероприяти иртет. Çавна валли сцена, саксем те турĕ. Ĕмĕрне пĕчченех ĕмĕрлет пулин те килте те, паркра та пурне те туса ĕлкĕрет. Сахал калаçать, нумайрах ĕçлет, _ терĕ ун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Салихов.

С.Хуснетдинова ырласа район депутачĕ А.Айнетдинов, ача амăшĕ-героиня С.Шарафутдинова тата ыттисем те чылай ырă сăмахсем каларĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи О.Гусарова Сыразетдин Садретдиновича паркри йывăçсене аса илтерекен картина парнелерĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне, вырăнти хĕрарăмсен советне тĕл пулушăн тав турĕ.

Тутар Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем концерт кăтартрĕç. Сыразетдин абы парка килсе курма кăмăл тунăшăн хĕрарăмсен канашне ăшшăн тав турĕ, ялсенче нумай йывăç, чечек лартса ỹстерме сĕнчĕ. Юлашкинчен алла хут купăс тытса юрласа, ташласа пачĕ.

Ларăва хутшăннисем çул çỹревпе питĕ кăмăллă пулчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2007
00:00
Поделиться