Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул директорĕ сăмах илет: ỹркев ан пустăр ачасене

 

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул 1891 çулта уçăлнă. Малтан кунта чиркỹ прихут шкулĕ пулнă. Паянхи кун вĕренỹ çуртне 295 ача çỹрет. Юлашки виçĕ çулта çитĕнекен ăру йышĕ чакмарĕ.

 Типлă шкул çуртне 1990 çулта тунă. Унта вĕренме кирлĕ условисем çителĕклĕ. Столовăйĕнче харăсах 80 ача апатланма пултарать.

Вĕрентỹпе воспитани процесĕнче çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне упрассине тĕпе хуратпăр. Педагогсем уроксенче ăна шута илсе çĕнĕ технологисене кĕртеççĕ. Пуçламăш классенче "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" конкурс ирттересси йăлара.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчен пĕлỹ пахалăхне кăтартакан мониторинг турăмăр, выпускниксен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленетпĕр. 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем "портфолио" уçнă, вĕсене тултараççĕ.

Вĕрентỹ планĕпе килĕшỹллĕн 5, 7, 9-мĕш классенче информаци технологине (компьютер варианчĕпе) алла илеççĕ. Тăххăрмĕшсемпе "Манăн професси карьери" элективлă курс кĕртнĕ.

Педагогсем вĕренекенсене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тĕллевлĕ хатĕрлесе пыраççĕ. Вун пĕрмĕшсем тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Ытти çулсенчи материалсемпе тĕрĕслев ĕçĕсем çыртарни те усăллă тесе шутлатпăр.

Квалификациллĕ педагогсем ĕçлени ачасене тарăн пĕлỹ пама пулăшать. Вĕсенчен виççĕшĕ _ çутĕç отличникĕсем. Иккĕшĕ _ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. 69 проценчĕ ачасемпе çирĕмшер çул ытла ĕçлеççĕ.

Вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлỹ памашкăн пурлăхпа техника бази çителĕклĕ. Компьютер класĕнче 13 электронлă шутлав машини, интерактивлă доска, 2 принтер, сканер, фокс тата ыттисем те пур. Библиотекăра 9532 кĕнеке упранать. Электронлă 76 учебникпа усă курма пулать.

 Шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, конкурссене, конференцисене, фестивальсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тăваттăшĕ районти предмет олимпиадисенчен, вуннăшĕ "Русский медвежонок", 15-шĕ "Чувашская ласточка", 5-шĕ "Кенгуру" конкурссенчен призлă вырăнсемпе килни кăмăллă. "Наука. Творчество. Аталану" конференцине ачасем хастар хутшăнаççĕ, çĕнтерỹпе таврăнаççĕ. Вĕренекенсен хушшинче тĕрлĕ çул Т.Мулендеева республика Президенчĕн, Н.Кузьмина, А.Михайлов, О.Николаева, М.Кузьмина, Е.Калькин район пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулчĕç.

Шкулта краеведенипе туризм кружокĕ, çăмăл тата йывăр атлетикăсемпе, армспортпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, волейболпа секцисем ĕçлеççĕ. Урок тулашĕнчи мероприятисене хутшăнакансем шăпах тĕрлĕ шайри конкурс призерĕсем пулаççĕ те ĕнтĕ.

Шкул дирекцийĕ, педагогика коллективĕ вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Г.Григорьева, Г.Митрофанов, З.Михайлов тата ыттисем те канашпа та, ĕçпе те пулăшаççĕ. Кооператив алă тăсса пама хатĕр. Газ котельнăйĕн тăррине витме те пулăшрĕ.

Ачасене ĕçе хăнăхтарассине тĕпе хуратпăр. Шкул пахчинче кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан туса илетпĕр. Çаксем хĕл каçиччен столовăйĕнче апат хатĕрлеме май параççĕ.

Ỹссе çитĕнекен ăру тавралăха илем кĕртес, йĕри-тавра симĕс тум тăхăнтартас ĕçсене те явăçать. Уйăхлăх вăхăтĕнче вăрманта 9 пин хунав лартрĕç.

Вĕренекенсене аслă ăру тĕслĕхĕпе паллаштарасси йăлара. В.Бородкин ветеран-педагог, В.Ильина, Н.Волков тата ытти ватăсем те шкулти тĕл пулусене килсех çỹреççĕ. Петĕр атте калаçу ирттерни те асра. Алкоголизм, наркомани сиенĕ çинчен ачасене ăнлантарассине тĕпе хураççĕ класс сехечĕсенче.

Тивĕçлĕ пĕлỹ илме майсем çителĕклĕ шкулта. Кадрсем пур. Ачасен çеç çанă тавăрса пĕлỹ пухма ỹркенмелле мар. Çамрăкла вĕренни чул çинче теççĕ-çке.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 мая 2007
00:00
Поделиться