Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан пĕлтереççĕ

 

Ырă ĕçсен эрни иртрĕ

Унăн ĕç планĕ пуян та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Пур вĕрентекен те, вĕренекен те çак мероприятие тăрăшса хутшăнчĕ. Класс ертỹçисем "Çын пурнăçĕнче ырă ĕçсен пĕлтерĕшĕ" темăпа калаçу ирттерчĕç. Аслисем шкул йĕри-тавра 100 тĕп кизил тĕмĕ лартрĕç, çывăхри канупа культура паркĕнчи çỹп-çапа пуçтарчĕç, тирпейлерĕç. Кĕçĕнреххисем, 5, 6-мĕш классенче ăс пухакансем, шкулти библиотекăра кивеле пуçланă кĕнекесене юсарĕç, çыпăçтарчĕç, хаçат-журнала йĕркене кĕртрĕç, вулав залĕнчи чечексене шăварчĕç, тусана шăлчĕç. Çак кунсенче ачасем вăрçă ветеранĕсем патĕнче те пулчĕç, вĕсене кил-çуртри ĕçсене тума пулăшрĕç. Д.Енилин, Н.Макашина, А.Суйманов, С.Гайнуллин, В.Владимиров вĕренекенсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă юлчĕç. Маттуррисем Патăрьелĕнчи ача сачĕсене те çитсе килчĕç. Вĕсем пĕчĕккисене илемлĕ ỹкерчĕклĕ кĕнекесем парнелерĕç, тĕрлĕ вăйă вĕрентрĕç. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем "Пирĕн ырă ĕçсем" темăпа сочиненисем çырчĕç, стенд йĕркелерĕç, ỹкерчĕксем турĕç.

Эрне вĕçĕнче ăна пĕтĕмлетрĕç

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 мая 2007
00:00
Поделиться