Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ ăнăçлă иртрĕ

 

 Район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче Пĕтĕм Тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунне халалланă уйăхлăх иртрĕ. Асăннă тапхăрта районта тĕрлĕрен ĕç туса ирттернĕ. Тракторсемпе прицепсен техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче "Малалла", "Колос", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Первомайск" тата ытти хуçалăхсенче те ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсенче районти ĕç сыхлавĕн специалисчĕ ĕç сыхлавĕн законодательствипе, нормативлă требованисемпе паллаштарнă. Çавăн пекех "Булинская", "Гвардеец" тулли мар яваплă обществăсене, "Дуслык", "Югель" ял хуçалăх производство кооперативне, Патăрьелĕнчи коммуналлă хуçалăха ĕç сыхлавĕ енĕпе методика тата практика пулăшăвĕ панă. "Гвардеец" тулли мар яваплă обществăра руководительсемпе, тĕп специалистсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ семинар-канашлу та усăллă иртнĕ.

Асăннă тапхăрта Анат Туçари, Нăрваш Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Ахпỹртри, Шăнкăртамри шкулсен, коллективлă договорĕсене регистрациленĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнчех работниксемпе, ĕç паракансемпе социологилле ыйту йĕркеленĕ. Патăрьелĕнчи ВДПОн вырăнти уйрăмĕпе 26-мĕш пушар чаçĕ предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсенче пушара хирĕçле темăпа калаçу ирттернĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнчех ĕç сыхлавĕн координаци Канашĕн ларăвĕсем те пĕрре мар пулнă, вĕсенче Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин, "Исток" çĕр ĕç фирмин, райпон ертỹçисемпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕсене итленĕ.

"Районти чи лайăх ĕç сыхлавĕн специалисчĕ" конкурса та пĕтĕмлетнĕ. 2006 çул ĕç кăтартăвĕсемпе конкурс çĕнтерỹçи _ Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Галина Фиофиловна Попова.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 мая 2007
00:00
Поделиться