Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районне _ 80 çул

 Патăрьел педучилищин юлашки вĕренекенĕсем

Сăн ỹкерчĕкри çынсем текех парта хушшине ларакансем мар ĕнтĕ. Тепĕр икĕ уйăхран вĕренекенсен умне тăрса вĕсене вулама-çырма, пурнăçăн, çут çанталăкăн вăрттăнлăхĕсене уçса парса, пулас ăрăва пысăк пĕлỹллĕ çынсем пулма вĕрентме тытăнасси çинчен шутласа тăраççĕ пулĕ. Сăн ỹкерчĕке çур ĕмĕр каярах тунине шута илсен ку çынсем, çĕр çинче пурăнаççĕ пулсан, çиччĕмĕш теçеткене шĕкĕлчесе пĕтереççĕ ĕнтĕ. Пĕр коллектива вара вĕсен пысăк пайне, тĕрĕсрех каласан Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен килнисене, 1928 çулта Патăрьелĕнче хута кайнă педагогика училищи 1953 çулта пуçтарнă.

Çак йĕркесене çыраканĕ те вĕсен хушшинчех. Çакнашкал асăну хăварнă вăл: "Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленни сакăр çул çеç иртнĕччĕ. Юхăннă çĕр-шывра нуша пырса çапман пĕр çемье те çукчĕ пулĕ. Чылайăшĕн ашшĕсем вăрçă хирĕнчех выртса юлнăччĕ. Çавна пулах пĕрин те хăйсене валли ятарласа çĕлетнĕ тумтир çукчĕ: урисене çăпата сырнисем те, килте тĕртсе тунă икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă хĕр ачасем никама та тĕлĕнтерместчĕç, хăйсем те çав тумтирсемпе çỹреме вăтанас шухăша пуçа та илмен пулмалла. Ăшă, тирпейлĕ пулни паха.

Шел пулин те вĕсем Патăрьел педучилищине вĕренме кĕрекенсенчен юлашкисем пулчĕç. Пĕр çул хыççăн ăна хупса вĕренỹ курсĕсене вĕçлеменнисене Çĕрпỹ хулине куçарчĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула чылайăшĕ алла документ илеймесĕрех педучилищĕпе те, пĕрле вĕренекенĕсемпе те сывпуллашрĕç. Тем тесен те çав вăхăтра çĕр çухрăм инçĕшне кайса вĕренме те вăй-хал çитейрейменех ĕнтĕ. Çĕрпỹре аякран килнĕ студентсене общежитие вырнаçтарассине, апат çитерессине йĕркелени, тăван килтен аякра пурăнма пуçланă 14-15 çулхи çамрăксемшĕн Турă антарса паниех пулчĕ. Вăрçă пĕтни вунă çул çитсе пырать пулин те, хулари магазинтан çăкăр туянасси чĕр вилĕмччĕ ку вăхăтра.

 Телее-и, ку хулара та патăрьелсем пĕр çул çех вĕренчĕç. Тепĕр çул ăна хупса вĕренекенсене Етĕрнепе Канаш хулисене куçарчĕç. Йăнăшмастăп, педучилище дипломĕпе çех çырлахса пурăнман унта пĕлỹ пухнисем. Нумайăшĕ Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Мускаври, ытти хуласенчи аслă шкулсенче пĕлỹ пухнисем сахал мар. 50 çул хушшинче пĕр-пĕринпе питех те сахал курнăçма тиврĕ. Патăрьелсем ушкăнра çурри ытлаччĕ. Çурçĕр енчи районсенчен пĕрле вĕренме тытăннисемпе сайрарах тĕл пулнипе, эпĕ Патăрьел педучилищин юлашки вĕренекенĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Нумайăшĕ вĕсенчен районти ялсенчен вĕренме килнĕччĕ. Акă, Еншикрен тăваттăн тан пĕлỹ пухатчĕç. Георгипе Александр Шмуллинсем юнашарах тăраççĕ (3-мĕш рет, сулахайран 4-мĕшпе 5-мĕшĕ). Георгий чылай вăхăт Свердловск облаçĕнчи, каярах Шупашкарти шкулсенчи директорта ĕçлерĕ. Александр Мускав университетĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшрĕ. Степан Гранатский (4 ретре 1-мĕшĕ) нумай çул районти вĕрентỹ управленийĕн инспекторĕнче ĕçлесе пенсине тухрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçрĕ. Еншиксенчен тăваттăмĕшĕ _ Федор Паймуллин (4 рет, 4-мĕшĕ) Шăмăршă районĕнче ĕçлесе пурăнчĕ. Шел пулин те, вĕсем пурте пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Анат Туçаран килнĕ Геннадий Перепелкин районтан Социализмла Ĕç Геройĕн ятне пĕрремĕш тивĕç пулнă (1948 çул) Илларион Перепелкин ачи (3 рет, 6-мĕшĕ). Пиртен аслă пĕлỹ илекенни те пĕрремĕш пулчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех Комсомольски районĕнче комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, юлашки çулсенче вĕрентỹ управленинче тăрăшса пенсине кайрĕ. Ун çумĕнче сылтăм енче çак йĕркесене çыракан Чăваш Ишекрен килнĕ Яков Сорокин тăрать. Мускаври профсоюз юхăмĕн аслă шкулне пĕтерсе районти ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз райкомĕнче, нумай çул районти шкулсенче ĕçлерĕ. Ун çумĕнче Çĕнĕ Ахпỹрт хĕр ачи Оля Горбунова, тепри Шăнкăртамри ача çуртĕнчен килнĕ Нина Швецова. Юлашки ретри сылтăмра тăраканни Вăрманхĕрри Шăхаль яшĕ Станислав Терентьев. Вĕреннĕ çулсенчех музыкант пулма ĕмĕтленетчĕ. Район центрĕнчен вĕренме икĕ хĕрача пынăччĕ. Пĕрремĕш ретри сулахай енче Рая Казенова (Степанова) республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнчĕ. Тепри çав ретрех, çиччĕмĕшĕ Мария Степанова Çĕпĕрте ĕçлесе пенсине тухрĕ. 3 ретре пĕрремĕшĕ К.Алимова Тутарстанран килнĕскер, чылай çул районти шкулсенче, каярах вĕренỹ управлени инспекторĕнче ĕçлерĕ. Елчĕк районĕнчен вĕренме килнĕ Петр Школьников (4 рет, 2-мĕшĕ), Олимпиада Левина (3 рет, 2-мĕшĕ), Оля Миронова (1 рет, 5-мĕшĕ) тата Каçал енчен килнĕ Зина Салмина (2 рет, 7-мĕшĕ), Роза Павлова (1 ретре сылтăмри) хăйсен районĕсенче ĕçлесе пенсине тухрĕç. Шел пулин те çакăнта асăннисем Патăрьел педучилищинче вĕренни çинчен Çĕрпỹ хулин архивĕнче кăна çырăнса юлнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕре ĕçленĕ юратнă преподавательсене: Н.Ф.Лаврентьева директора, Урмаевсене, В.Сявась поэта, Т.Егорова, П.Сорокина, В.Булдыгина, В.Тюрина, М.Яковлева яланхи пекех ырăпа асăнмасăр пурăнма пултараймастпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться