Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускаври чăваш пики

 

Вăл Н.Мулюкова. Наташа та Мускавра ентешлĕх ирттернĕ "Чăваш пики" конкурса хутшăннă. Унта виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăншăн пысăк парнене тивĕç пулнă. Çĕнтерỹ картлашки çине Наталья Владимировна пĕрремĕш хут çеç тăмасть. Общественник вăл. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе, литературипе республикăра ирттернĕ олимпиадăна хутшăннăччĕ. Унти пĕтĕмлетỹ тăрăх чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕме çăмăллăх çĕнсе илнĕччĕ. Анчах пурнăç çулне урăх енне яма тăрăшрĕ. Аттестат илнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти Мускав филиалĕн биотехнологи университетне çул тытрĕ. Кунта икĕ çул вĕренчĕ. Çав хушăра республика Президенчĕн "Çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем" çинчен йышăннă Указĕпе килĕшỹллĕн стипенди илме тивĕç пулчĕ. Ỹкерчĕкре шăпах Чăваш Республикин Канашĕн председателĕ М.Михайловский çакна çирĕплетекен свидетельство парать.

Виççĕмĕш курса Мускава куçрĕ Наташа. Халĕ унта пĕлĕвне малалла тăсать. Каникулсенче, уявсенче ялта пулать. Конкурс пирки сăмах пуçарсан, акă мĕнлерех каласа пачĕ вăл: "Çĕнтерỹ нихăçан та хăй тĕллĕн килмест. Тăрăшмасăр пулмасть, паллах. Пăлханусăр иртмерĕ вăл. Унта эпир пĕрле вĕренекен О.Ивановăпа хутшăнтăмăр. Вăл Комсомольски районĕнчен. Манăн çитĕнỹшĕн юлташсем те савăнчĕç".

Сăпайлă, тавра курăмне ỹстерме тăрăшакан хĕр Наташа. Йăмăкне те çавнах хăнăхтарать, Настя кооператив техникумĕнче вĕренет. Ял, район ятне Н.Мулюкова Мускав таранах çĕклени пирĕншĕн чыс. Çĕнтерĕвĕсем малашне те пулччăр. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться