Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Июнĕн 11-12-мĕшĕсенче 56-мĕш Акатуй-сабантуй

 Патăрьел районĕнчи халăхсен ырă йăлисене упраса аталантарас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов 2007 çулхи июнĕн 10-11-мĕшĕсенче районта 56-мĕш Акатуй-сабантуй ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Ăна Ача çулталăкне тата район 80 çул тултарнине халаллаççĕ. Çавна май июнĕн 10-мĕшĕнче _ "Солнечная" уçланкăра ачасен 5-мĕш Акатуй-сабантуйĕ иртет.

Акатуй-сабантуя ирттерсе яма 16 çынран йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пырать. Комитета çаксене кĕртнĕ: И.Дикин, М.Калмыков, Н.Маллина, Р.Сафиуллов, С.Торговцев, Т.Полякова, М.Шадрикова, Г.Иванова, С.Викторов, З.Александрова, Н.Ванин, Г.Афанасьев, Н.Афанасьев, С.Богданов, П.Перепелкин, И.Соловьев.

Йышăнупа мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

Йĕркелỹ комитетне уява хатĕрленсе ирттерме райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсене, федераллă тата республика пĕлтерĕшлĕ службăсен подразделенийĕсене, ял тăрăх администрацийĕсене, предприятисене, спонсорсене явăçтарма ирĕк панă.

Ял тăрăх администрацийĕсене вырăнти уявсене районти Акатуй-сабантуйччен ирттерме сĕннĕ.

Çулне кура мар тăрăшать староста

 Район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче кун йĕркинчи тĕп ыйтусем хыççăн 2006 çул итогĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче уйрăмах палăрнă работниксене саламланă. Вĕсем хушшинче сумлă çула çитнĕ ватăсем те пур. Акă, сăмахран, "Ялти чи лайăх староста" ята Упамсари А.Пешков çĕнсе илнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов Александр Петровича куçса çỹрекен кубок парса чысланă. Тивĕçлĕ пенсионер çакнашкал пысăк хисепе. Ватлăхне кура мар вăл паян та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшать.

Тирпей-илемшĕн кар тăни кăмăллă

Паян вырăнсенче пурне те пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри _ йĕри-тавралăха тасатасси, тирпейлесси, хамăрăн культурăлăха ỹстересси. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче ĕçлемелли пайтах пулин те вырăнсенче нимĕн те тумаççĕ тесе калаймăн. Çак ĕçе хăш-пĕр уйрăм çынсем çанă тавăрсах явăçни те кăмăллă. Пирĕн "агентствăна", акă, Алманчăри В.Павлов тата Çĕнĕ Ахпỹртри Е.Мартышкин депутат-предпринимательсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулса урам, ял халăхне субботника явăçтарса пархатарлă ĕç туни пирки хыпар çитерчĕç. Вĕсенчен вара ыттисем те ỹксе юлмĕç. Мĕнрен япăх çакăн пек пуçару туни?

Кĕрешỹçĕсем çĕнтерỹпе таврăннă

Иртнĕ шăматкун районти çамрăк кĕрешỹçĕсем Вăрнарта йĕркеленĕ республика ăмăртăвне хутшăннă. Чылай чухнехиллех ачасем начар мар çитĕнỹпе таврăннă. Хăйсен виçе категорийĕпе Шăнкăртамри вăтам шкулти И.Тараков пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Семенов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Кавир çинче хĕр ачасем те хăйсене ыттисем хушшинче шанчăклă тытнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнчи Н.Найденова, Пăлапуç Пашьелĕнчи П.Кудимовăпа А.Лисицина, Ишлĕри Н.Юркина иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Пулас паттăрсене мухтамалăх пур.

Поэт-фронтовик кăмăлне тупнă

Пурăннă чухне çын кăмăлне тупма та, хăварма та нумай кирлĕ мар. Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ халĕ Хусанта пурăнакан Кави Латыйп поэт-фронтовик хăйĕн ентешĕсене ун ячĕпе поэзи каçне йĕркелесе чыс тунăшăн паянхи кун та тав туса пĕтереймест. К.Латыйпăн литературăри пултарулăхĕ пирки нумай калаçма пулать. Вăл Тутарстан Писательсен союзĕн членĕ. "Тăван Чишма" ял гимнĕн авторĕ те вăлах.

Çывăх вăхăтрах шкул администрацийĕ поэт ăсталăхне тĕпе хурса музей уçма хатĕрленет. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться