Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Афганеца асăнса

 

Çиччĕмĕш хут ирттерчĕç Первомайскинче Юрий Иванович Шуряков афганеца асăнса футбол ăмăртăвне. Кăçал унта виçĕ команда хутшăнчĕ: Первомайски вĕрентỹ центрĕн, студентсен, ветерансен.

Чи малтанах шкул ачисемпе студентсем тупăшрĕç. Кунта шкул ачисем 4:2 шутпа çĕнтерчĕç. Ун хыççăн студентсемпе ветерансем тĕл пулчĕç. Ку вăйăра студентсен каллех ăнмарĕ, вĕсем ветерансене 5:3 шутпа выляса ячĕç. Малалла вĕрентỹ центрĕпе ветерансем вылярĕç. Çамрăккисем 3:0 шутпа выляса илсе кубок хуçи пулса тăчĕç.

Вăйăсенче С.Кириллов, Р.Шашкин, Д.Емельянов, А.Михалуков, А.Алексеев ăсталăхпа палăрчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться