Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк специалистсемпе çемьесене _ пулăшу

 

Патшалăх пулăшăвĕпе наци проекчĕ ялта ĕçлесе пурăнакан аслă пĕлỹллĕ инженерсемпе тухтăрсене, агрономсемпе вĕрентекенсене хăйсен пурнăçне çăмăллатма питех те меллĕ. Ăна валли районпа ялта ĕçлесе пурăнма 5 çуллăха килĕшỹ тумалла.

"Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" Федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн района çурт-йĕр çавăрма тата пурăнмалли çурт туянма ялта ĕçлесе пурăнакансем валли 1330,0 пин тата çамрăк специалистсемпе çемьесем валли 2580,0 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар укçа панă.

 Хальхи вăхăтра документсен пакечĕсене хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать.

Çамрăк специалистсемпе çемьесен, АПК тата социаллă сферăра ĕçлекенсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче 1313, 4 пин тенкĕ пăхнă. Çак программăна пурнăçлас тĕлĕшпе Шăнкăртам, Патăрьел, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсем уйрăмах активлăх кăтартаççĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться