Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹ уявĕ районта

 

Çĕнтерỹ кунĕнче кăнтăрлачченхи ăмăр çанталăк никамăн кăмăлне те хуçаймарĕ. 9.30 сехет тĕлне ĕç коллективĕсен капăр колоннисем вăрçăра пуç хунисене асăнса Патăрьелĕнче лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç.

Аслă çулăн икĕ айккипе шкул ачисем тăрса тухнă. Вĕсен хушшипе ĕç коллективĕсем Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе янăракан кĕвĕ майăн пĕрин хыççăн тепри черетленсе иртеççĕ. Акă, райадминистраци ĕçченĕсен колонни пырать. Юнашарах чи хисеплĕ çыннăмăрсем _ Çĕнтерỹ тунă ветерансем. Чылайăшĕ вĕсенчен сывлăхран йăшнă, çапах та колоннăра танлăн утма тăрăшаççĕ.

10 сехет çитсен Çĕнтерỹ 62 çул тултарнине халалланă митинга Патăрьел ял пуçлăхĕ В.Николаев уçрĕ, пурне те пысăк та савăнăçлă уяв ячĕпе саламларĕ. Малалла район пуçлăхĕ Н.Глухов вăрçă ветеранĕсене, тыл паттăрĕсене, салтак арăмĕсене, уява хисеп туса килнĕ мĕн пур çынна савăнăçлă уявпа саламласа ырă сунчĕ. Район ĕçченĕсене, ветерансене, митинга килнисене хисеп туса ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев, "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В.Осипов, районти çар комиссариачĕ В.Яковлев, Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ, Ленинград блокадинче пулнă ветеран Николай атте, Аслă Аттелĕх вăрçă участникĕ, районти ветерансен канашĕн ертỹçи В.Владимиров, Аслă вăрçă участникĕ Н.Макашина, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕ О.Ракова салам сăмахĕ каларĕç. Ун хыççăн пилĕк воин-интернационалиста патшалăх наградине пачĕç. Митинга хутшăннисем çамрăк армеецсен тата воин-интернационалистсен парадне курса киленчĕç.

Юлашкинчен ĕç коллективĕсем палăк умĕнчи сỹнми хĕлхем умне чечек çыххисем хурса вăрçăра вилнĕ салтаксене пуç тайрĕç.

Митинг вĕçленнĕ çĕре çанталăкăн та кăмăлĕ уçăлчĕ. Çавна пулах районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи юрă-ташă ăстисен пултарулăхне те киленсех пăхрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен район центрĕнче кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ кăмăллă иртрĕ.

Митинг хыççăн район пуçлăхĕ Н.Глухов, ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев, "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприяти директорĕ В.Осипов Сăкăтри П.Кртин, Патăрьелĕнчи А.Николаева вăрçă ветеранĕсен килĕнче пулса уяв ячĕпе саламланă, Президент парнине парса чысланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2007
00:00
Поделиться