Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уяв _ çуралнă кун

 

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата алла илсенех Тутар Сăкăтĕнчи М.Салихов эрнелĕх пичетленĕ телепрограммăра хăш передачăсене пăхмаллине аялтан йĕр туртсах палăртса хучĕ. Кĕçнерникунхи "Шел четвертый год войны" илемлĕ фильм каçхине 9 сехет иртсен çеç пуçланать иккен. Çавах ăна пăхмасăр ирттермерĕ Миниали Насретдинович. Ытла та çывăх, чуна пырса тивекен сюжетсем унта...

... Эх, пурнăç кустăрми. Çаврăнать пĕр вĕçсĕр малалла, çул çумне çул хушать, ветеран çỹçне кăвакартса ватлăх çулĕпе уттарать. Шăпах 80 çул тултарчĕ М.Салихов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 62 çул çитнине кĕтсе илнĕ кунсенче. Самана сакки сак çинче саркаланса ларма май памарĕ ăна. Вун виççĕн пĕртăванччĕ вĕсем. 11 арçын ачапа икĕ хĕр ачана пĕр си тум тăхăнтартма та çăмăлах пулман ашшĕпе амăшне. Çитĕнекен ăру пĕр тирĕкрен апат çисе ỹсни туслăха çирĕплетме май панă, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарнă, ĕç çумне ир çыпăçма пулăшнă. Çар тумне те ир тăхăнма тивнĕ Миниалине. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна Инçет Хĕвел тухăçĕнчи пĕр полка службăна янă. Раштав, кăрлач сиввисем çан çурăма çỹçентернĕ. Темиçе çул пынă хаяр вăрçă япăхтарнă та. Анчах Берлина штурмламасăр çĕнтерỹ килмен. Миниали Насретдинович яппун çарĕсене хирĕçле çапăçусене те хутшăннă.

Вăхăтĕнче панă çар наградисем паян алла тытсан та иртнине куç умне кăлараççĕ, çан çурăм тăрăх сивĕ чуптараççĕ... Юрать тăван киле ырă-сывă таврăнма аллах çырнă ăна.

Çар тумĕпе хыçне кутамкка çакнă каччă тăван яла утнă чухне утса, чупнă чухне чупса, вĕçнĕ евĕр килсе кĕнĕ. Чăн-чăнах киле çитнине хăйпе хăй те ĕненеймен. Савăнăç куççулĕ юхнă...

Авланса çемьеллĕ пулнă М.Салихов. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. 51 çул пĕр çăвартан пурăнаççĕ вĕсем паянхи кун та. Тыл ветеранĕ Миниали Насретдиновича çур сăмахранах ăнланать. Унсăрăн 7 çул потребкоопераци системинче, 12 çул ял Советĕнче, 9 çул хуçалăхăн ĕне ферминче ертỹçĕре ĕçлеймен те пулĕччĕ. Тивĕçлĕ канăва та "Алга" колхоз завхозĕнчен тухрĕ вăл. Пурте яваплă ĕçсем, шута хума пĕлмеллискерсем. Тĕп ĕçпе пĕрлех ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме тăрăшрĕ. Ахальтен мар вĕсем ăру чысне тивĕçлĕ тытаççĕ, пĕри паянхи кун ял тăрăхĕн ертỹçинче вăй хурать.

Сайралаççĕ çав пирĕн йышри вăрçă ветеранĕсем, сайралаççĕ. Ялĕпе те тăххăрăн çеç юлчĕç вĕсем. Çулталăкра пĕр-икĕ хутчен кăкăр умне наградисене çакса тĕл пулăва, митинга тухма ỹркенмеççĕ-ха. Çитĕнекен ăрăва историпе паллаштараççĕ. Алла хĕç пăшал тытса çĕнтерĕве çывхартнисен чĕрĕ калаçăвне итлеме кăмăллах çав.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç кун кунлаççĕ, çĕр ирттереççĕ паян Салиховсем. Тăван киле вара икĕ ывăлĕпе хĕрĕ, вĕсен 10 ачи, 5 ачин ачи килсех çỹреççĕ, уявсемпе саламлаççĕ. 80 çул тултарнă ятпа пухăннă кĕреке те ăрăва малалла тăсакан маттурсемпе тулчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2007
00:00
Поделиться