Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паян _ уй-хирте

 о Çумăр чăрмантаркаларĕ пулсан та районти хуçалăхсен уй-хирĕнче ака ĕçĕсем чарăнмарĕç. Майăн 7-мĕшĕ тĕлне районĕпе 6059 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă (50 процент).

о "Малалла", "Батыревский", "Исток", "Чулпан", "Звезда" хуçалăхсенче ирхи пĕрчĕллĕ культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ.

о Районĕпе 355 гектар çĕр улми лартнă. "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче ку ĕç вĕçленнĕ. о Ленин ячĕллĕ, "Исток", "Красное знамя", "Звезда", "Хастар", "Первомайск" хуçалăхсенче 254 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă.

о Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 14 гектар выльăх кăшманĕ акнă. о Районĕпе 75 гектар чернушка сухан, 3 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 7 гектар кишĕр, 89 гектар нимĕç пăрçи, 100 гектар пăрçа, 188 гектар вика, 447 гектар пĕр çул ỹсекен курăк акнă, 10 гектар пуçлă сухан лартнă.

о Çанталăк ăшăтса пынă май вăрман енчи ял хуçалăх предприятийĕсенче те çур аки ĕçĕсем вăй илме тытăнчĕç.

 о Çав вăхăтрах "Тат.Сугутский", "Ленинец", "Заря", "Бикшики", "Надежда", "Трудовик" хуçалăхсенче ака-суха ĕçĕсем пуçланман-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2007
00:00
Поделиться