Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци проекчĕсене _ пурнăçа

Çĕкленеççĕ çĕн çуртсем, асфальт сарнă çулĕсем Юлашки çулсенче район центрĕ те, ялсем те илемленсе, капăрланса пыраççĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, çул-йĕр тăвасси лайăхланать, газ кĕртессипе, ĕçмелли таса шыв енĕпе те нумай ĕç тăваççĕ. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр та район администрацийĕн строительство тата общество инфраструктура аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе Иван Алексеевич Дикинпа.

_ Иван Алексеевич, астăватăр-и ĕлĕкрех "Атте мана шур пỹрт лартса парап тетчĕ..." юрă пурччĕ. Ун чухне чăнах та ашшĕ-амăшĕн вăйĕпе çеç тапаланнă çав. Халĕ патшалăх халăха тĕрлĕрен проектпа, программăпа килĕшỹллĕн çăмăллатнă кредит-ссуда парать. Ку енĕпе районта ĕç-пуç мĕнлерех шайра?

_ Иртнĕ çулта çеç тĕрлĕ çăл куçран тĕп капитала кĕрекен инвестици калăпăшĕ 396 миллион тенкĕпе танлашрĕ е 2005 çулхипе танлаштарсан 5,5 процент ỹсрĕ. Строительствăпа çеç 87,5 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Çакă 2005 çулхипе танлаштарсан 31 процент пысăкрах.

Уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси хăвăрт ỹсет. 2006 çулта çеç хута янă çуртсен шучĕ 20,5 процент пысăкланнă (Чăваш Республикипе илес пулсан ку хисеп 16,6 процент), 22251 тăваткал метрпа танлашнă. Çав шутра уйрăм çынсен çурт-йĕрĕ 27,1 процент (Чăваш Республикипе илес пулсан 18,9 процент).

2006 çулта "Раççей гражданĕсене хăтлă тата йỹнĕ çурт-йĕр" приоритетлă наци программипе килĕшỹллĕн çурт-йĕр çавăрма е туянма патшалăх каялла тавăрса памалла мар паракан субсидипе тата çăмăллăхлă иппотека кредичĕпе 138 çемье 27 миллион та 830 пин тенкĕ илнĕ.

2006 çулта 24 хваттерлĕ çурт (генподрядчикĕ ООО "Булат") тума пуçланă. Вăл кăçалхи иккĕмĕш кварталта хута каймалла. 2007 çулта 25300 тăваткал метр пурăнмалли çурт ĕлкĕртмелле. Кĕçех 24 хваттерлĕ тепĕр çурт тума пикенеççĕ (генподрядчикĕ ООО "Булат").

_ Çул-йĕр тăвасси, ял урамĕсене чул сарасси мĕнлерех?

_ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районта нумай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çулта çеç 9 километра яхăн автомобиль çулĕ хута янă, çакă 2005 çулхинчен пилĕк хут нумайрах. Хальлĕхе районта 8 ял: Ульяновка, Хурама Твар, Люля, Ясная Поляна, Чĕпкас, Тури Чакă, Сител, Пỹртлĕ ялĕсем асфальтлă аслă çулпа çыхăнаймасть. Пур ялсем валли те автомобиль çулĕсем тума проектсем хатĕрленĕ, килĕшỹ тунă, ĕçлеме пикенеççĕ. 2007 çулта районта 42 километр ытла хытă сийлĕ çул тумалла. 277 миллион та 287 пин тенке ĕçе кĕртмелле.

_ Паянхи куна районти миçе çемье çут çанталăк газĕпе усă курать?

_ 9648 килте "кăвак çулăм" çунать. Ку вăл районăн 72 проценчĕ. Мĕн пурĕ 194 котельнăя газпа хутса ăшăтаççĕ. Çав шутра 38-шĕ шкулсен.

_ Тăрна куç пек тăрă, ĕçмелли паха шыв пирки чылай калаçатпăр. Ку тĕлĕшпе ĕç-пуç мĕнлерех?

_ Кăçалхи тĕп задачăсенчен пĕри _ Патăрьел ялне таса шывпа тивĕçтерме пуçласси. Çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 37 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă Патăрьелĕн тĕп пайĕнче пурăнакан халăха тата сывлăх, вĕрентỹ, ача-пăча учрежденийĕсене паха шывпа тивĕçтерме çитет. Кăçал Патăрьелсемшĕн тепĕр савăнăç пулĕ, тахçантанпа кĕтнĕ 600 кубометрлă тасатакан çĕнĕ сооружени тума пикенеççĕ. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 15 миллион тенкĕ уйăрнă.

_ Пăла шывĕн юххине тỹрлетессипе кăçал та ĕçлеççĕ-и?

_ Пĕлтĕр Кивĕ Катек ялĕ тĕлĕнче 1580 метр Пăла шывне тỹрĕ çулпа юхмалла тунăччĕ. Кăçал Тикеш ялĕ тĕлĕнчи шыв юххине тỹрĕлемелле.

_ Строительство енĕпе тата мĕн-мĕн тума палăртнă?

_ Çывăх кунсенчех "Дружба" кинотеатра реконструкцилесе çырăнтару керменĕ тума пикенеççĕ. Физкультурăпа спорт комплексне, тĕп больницăн хушма комплексне тунă çĕрте ĕçсем пуçланнă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен Ыхра Çырми ялĕнче "Шкул автобусĕ" программăпа çул тăвĕç.

Кивĕ Ахпỹрт, Треньел, Сăкăт ялĕнчи çĕнĕ урамсене 4120 метр тăрăшшĕ электричество линийĕ карнă, 54 киле çутă кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе татса памалли ыйтусем пур-ха. Тĕллевĕмĕр _ ялсене аталантарасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси.

_ Иван Алексеевич, калаçушăн тавах. Çутă ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама çирĕп вăй-хал пултăрччĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2007
00:00
Поделиться