Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хаваслă стартсем

 

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ачасене кĕçĕн классенченех физкультурăпа, спортпа туслашма хăнăхтараççĕ. Физкультурăсăр пуçне уроксем хыççăн тĕрлĕ мероприяти ирттерни те пулăшать çакăнта. Акă, пĕрремĕш класра вĕренекенсем уроксем хыççăн спортзала пуçтарăнчĕç. Вĕсене хăйсен юратнă учительници Ольга Сергеевна Васильева "хаваслă стартсем" ирттерессине каласа ăнлантарчĕ. Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ те çак хаваслă тупăшăва хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем пурĕ сакăр тĕрлĕ ăмăртура вăй виçмелле.

Чупмалли, мечĕке кустарса, мечĕк çине ларса сиксе пымалли, гимнастика кăшăлĕпе чупмалли эстафетăсенче Мулендеевсен çемйи: амăшĕ Светлана Михайловна, ывăлĕ Володя, хĕрĕ Настя чи пултаруллисем пулчĕç. Григорьевсен çемйи те, çак тĕрлĕ эстафетăсенче хăйсене лайăх енчен кăтартрĕ. Ытти командăсем те çак эстафетăсенче пĕтĕм вăйран тупăшрĕç, çапах та чи нумай балл Мулендеевсен çемйи (капитанĕ _ Настя) пуçтарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Григорьевсем (капитанĕ _ Андрей), виççĕмĕшĕнче _ Афанасьевсемпе ( капитанĕ _ Илюша) Чебуковсен (капитанĕ _ Настя) çемйисем. Çĕнтерỹçĕ-командăсене парнесемпе чысларĕç, çирĕп сывлăхлă пулма, лайăх вĕренме сунчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2007
00:00
Поделиться