Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырава хутшăннă хастарсене саламларĕç

 

Иртнĕ çулхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче Раççей правительстви ял хуçалăх çыравне ирттерчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ ял хуçалăх пурлăхне тĕрĕс шута илесси, производство эффективлăхне ỹстерме экономикăллă витĕм кỹмелли мерăсем хатĕрлесси.

Малтанлăха тунă итогсем тăрăх паян хăш-пĕр пĕтĕмлетỹсем тума пулать. Кун пирки кĕскен районти çыравçăсен канашлăвĕнче Чăвашстат руководителĕ Ю.Марков паллаштарчĕ. Чăваш Республикипе илес пулсан пирĕн мĕн пурĕ 28 процент усă курман çĕр шутланать-мĕн. Ял хуçалăх районĕсем шутлансан та усăсăр лаптăксем выртни пăшăрхантарать. Республикипе 1101 ял хуçалăх организацийĕ. Вăл шутра 412-шĕ пысăк тата вăтам организацисем, 326-шĕ пĕчĕк предприятисем, 363-шĕ ял хуçалăх мар хушма хуçалăхсем.

Чăваш Енте 99665 пуç шултра мăйракаллă выльăх. Вăл шутра 35221 ĕне, 102580 сысна, 2764 сурăхпа качака, 2181644 кайăк-кĕшĕк, 5987 лаша, 4048 кролик, 6248 вĕлле хурчĕн çемйи. Кашни 100 гектар çĕр пуçне 13 шултра мăйракаллă выльăх, 20,3 пуç сысна тивет.

Чăвашстат руководителĕ юлашки вун пилĕк çулта 96 пин ача сахалланнине, аслă пĕлỹллисенчен ытларах хĕрарăмсем пулнине каларĕ. Шухăша каймалăх пур. Юрий Клементьевич Патшалăх пĕлтерĕшлĕ ял хуçалăх Çыравĕнче Патăрьелсем республикăра чи-чи хастаррисем, çак ĕçе чăн малтан вĕçлекенсем пулнине пĕлтерчĕ.

Çырава хутшăннă чăн активлă инструкторсене, çыравçăсене Чăвашстат руководителĕ Ю.Марков Патшалăх Федераллă служба статистикин медалĕпе тата паллăпа наградăларĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2007
00:00
Поделиться