Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрман çывăхĕнчи ялсене пушартан хỹтĕлемелле

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов вăрман фончĕн лаптăкĕсемпе чикĕллĕ ялсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе хушу кăларнă.

Унта ял тăрăх пуçлăхĕсене Патăрьел вăрман хуçалăхĕпе пĕрле халăх хушшинче массăллă-ăнлантаруллă ĕçе пухусенче, уйрăм кил хуçалăхсем тăрăх çỹресе анлăн сарса яма сĕннĕ. Вăрмансенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен асăрхаттармалла. Ялсенчи тата вĕсен таврашĕнчи çỹп-çапа, çатракана тасатмалла.

Патăрьел вăрман хуçалăхĕн сельлесхозпа пĕрле вăрман çывăхĕнчи ялсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçсене пурнăçламалла. Ялсем тавра хăрушлăхсăр зонăсем пулмалла.

Ку ен.пе в.сене госпожнадзор пай.н те пулёшмалла?



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться