Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризмран сыхланас тĕллевпе

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов пурнăçшăн тата экономикăшăн чи кирлĕ объектсене, уявсем вăхăтĕнче халăх йышлă пулакан вырăнсене терроризмран хỹтĕлес тĕллевпе хушу кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн ял тăрăх пуçлăхĕсен шалти ĕçсен подразделенийĕсемпе пĕрле террора хирĕçле мерăсем пурнăçламалла. Çавна май граждансем пурăнакан секторта, ача-пăча учрежденийĕсемпе вĕренỹ çурчĕсенче, халăх массăллă пухăнакан вырăнсенче, пурнăçшăн чи кирлĕ объектсенче хăрушсăрлăх мĕнле шайра пулнине тишкерсе тухмалла. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем вăхăтĕнче йĕркелĕхе сыхлама халăх дружинисене, обществăллă организацисене явăçтармалла.

Ача-пăча учрежденийĕсемпе вĕренỹ çурчĕсен, пурнăçшăн чи кирлĕ объектсен, халăх йышлă пулакан вырăнсен ертỹçисен хурала вăйлатмалла, пропуск режимне ĕçе кĕртмелле.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çỹп-çап урнисемпе контейнерĕсем çинчен те манма юрамасть.

Транспорт организацийĕсен, "Батыревское ЖКХ" муниципалитет предприятийĕн ертỹçисен тимлĕхе ỹстермелле. Предприятисемпе организацисен ертỹçисен авари-хăтару ушкăнĕсен хатĕрлĕхне вăйлатмалла. ОГПН начальникĕн В.А.Яковлевăн уявсем вăхăтĕнче объектсен пушар хăрушсăрлăх шайне тĕрĕслесех тăмалла.

"ВАМИН-Татарстан" УАОн Патăрьел филиалĕн гендиректорĕн Ш.Ш.Куликовăн хурал тимлĕхне, картасен çирĕплĕхне, хими япалисем упранакан вырăна хỹтĕлессине ỹстермелле.

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан служба начальникĕн Н.Д.Ванинăн тĕрлĕ транспорта тĕрĕслессине вăйлатмалла.

Вĕрентỹ пайĕн начальникĕн Н.С.Маллинăн ача-пăча тата вĕренỹ çурчĕсенче хăрушсăрлăхшăн хушма мерăсем йышăнмалла, тренировкăсем ирттермелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться