Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Литературăллă Чăваш Ен: "Чи лайăх кĕнеке-2005"

 Илемлĕ литературăна кăмăллакан çынсем мĕнлерех çĕнĕ кĕнекесем вуласшăн пулнине пĕлес, вĕсен интересĕсене тупса палăртас тĕллевпе республикăри наци библиотеки кăçал та "Литературăллă Чăваш Ен: "Чи лайăх кĕнеке-2005" конкурс йĕркеленине пичетре маларах асăннăччĕ ĕнтĕ. Унта ачасем те, аслисем те хутшăнчĕç. Районти 27 библиотека 364 вулакан шухăшне анкета урлă ыйтса пĕлчĕ. 2005 çулта пичетленсе тухнă конкурса кĕртнĕ 106 кĕнекерен 27-шĕ çеç пур вулавăшсенче.

 Пĕтĕмлетỹ тунă май, вулакансене çаксем ытларах килĕшрĕç:

_ чăвашла пичетленнĕ чи нумай вулакан кĕнеке _ Г.Ефимовăн "Телейсĕр чух телейлĕскер";

_ чăвашла пичетленнĕ чи нумай вулакан ача-пăча кĕнеки _ "Уйăх ачи".

Çаксене нумай вуланипе палăртса хăварнă: Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра _ А.Осипова, Кивĕ Ахпỹртре _ В.Хитрова, Кзыл Чишмара _ З.Фахрутдинова, Шăнкăртамра _ Г.Айзатуллова.

Шăхачра вара чи çамрăк вулакан А.Макаров, чи нумай вулакан Л.Романова, чи нумай вулакан çемье _ Кузьминсем пулнă.

Конкурса "Патăрьел энциклопедине" те кĕртнĕ. Кĕнекене пăхса тухса библиотекăсенче 16-ран пуçласа 58 çулччен 33 çын тишкерỹ тунă. Вулакансем энциклопеди пурне те кирлине, иккĕмĕш томĕ тухасса чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтернĕ.

Районти тутар халăхне тивĕçтерекен 7 вулавăшра 96 анкета çырнă вулакансем. Вĕсем тутарла пичетленнĕ чи нумай вулакан тата ача-пăча кĕнеки номинацисенче А.Варгазовăн "Возвращение к себе", Ф.Шафигуллинăн "Мальчик и три скакуна" произведенисене палăртнă.

Конкурса хутшăнса районти вулавăшсенче кĕнекесен куравĕсене йĕркеленĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра "Тĕнче пуриншĕн те пĕрре" кĕнеке авторĕпе А.Мефодьевпа (Сантăр Аксар) тĕл пулнă. Районти ача-пăча библиотекинче тата Тăрăнти вулавăшра ачасем валли çырнă "Уйăх ачи" кĕнеке авторĕсенчен пĕринпе Л.Сорокинăпа курнăçнă. Анат Туçара Г.Ефимовăн "Телейсĕр чух телейлĕскер" произведенине сỹтсе явнă. Татмăшри ял библиотекинче Ю.Скворцовăн "Кĕрхи кунсем", кĕçĕн класри ачасемпе Г.Волковăн "Асанне калавĕсем" кĕнекисемпе вулав конференцийĕ ирттернĕ. Первомайскинчи ача-пăча библиотекинче те "Асанне калавĕсем" тишкернĕ. Первомайскинчи ял вулавăшĕнче вара Митта Ваçлейĕн "Çырнисен пуххи" кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Аслă Чемен библиотекинче Л.Николаева çырнă "Сывлăм ăçтан тупăнать" тата "Уйăх ачи" тăрăх вулав урокĕсем ирттернĕ.

Тутар халăхĕпе ĕçлекен вулавăшсенче Кзыл Чишмара К.Каримовăн "Картавая кукушка", Шăнкăртамра _ Ф.Байрамовăн "Сорок вершин" кĕнекисене тишкерсе тухнă, ыйтусене хуравланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться