Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Икĕ вăрçă ветеранĕ

 

Патăрьелĕнче пурăнакан 92 çулта пыракан Кирилл Иванович Сапожниковăн ĕç биографийĕ Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухсан çырăнма пуçланă. 18-ти каччăна Красномайскинчи пуçламăш шкула ĕçлеме янă. Ачасене 3 çул çырма, вулама, шутлама хăнăхтарнă хыççăн ăна Конституци тивĕçне пурнăçлама çара илнĕ. Хĕсмет вĕçленсе пынă тапхăрта сержантăн Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче 4 уйăха яхăн хирĕçле лару-тăрăва хутшăнма тивнĕ.

 Салтакран таврăнсан, Комсомольски районĕнчи Чурачăкри шкулта физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ.

 Фашистла Германи Тăван çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен Чурачăкри çар ĕçне вĕренмелли пункт туса хураççĕ. Унта таврари сакăр ялтан Аслă Аттелĕх вăрçине тухса каякансем вăрçă теорийĕн малтанхи пĕлĕвне илнĕ. Вĕренỹ пункчĕн ертỹçи К.Сапожников ертсе пынипе вĕсене тĕрлĕрен хĕç-пăшалпа усă курма, взрывчаткăсем хатĕрлеме хăнăхтарнă. Занятисен ытларах пайĕ çар дисциплинипе çыхăннă пулнă. Акă, мĕнле аса илет вăл вăхăтсене Кирилл Иванович:

 _ Вĕренỹ пункчĕ çара каякансемшĕн усăллă пултăр тесе тăрăшаттăмăр, мĕншĕн тесен, вĕсем хушшинче çамрăксем _ халиччен пăшал тытса курманнисем те пурччĕ. Çар службинчен чылай çул маларах таврăннисем те устава манăçма пуçланăччĕ. Çавăн пеккисемпе уйрăмах нумай ĕçлеме тиветчĕ.

Часах К.Сапожников аслă сержантăн та кĕтнĕ вăхăт çитет. 1942 çулхи март уйăхĕнче вăл офицерсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кайма повестка илет.

Училищĕре кĕске хушă вĕреннĕ хыççăн кĕçĕн лейтенанта служит тума Калинински фронта яраççĕ. Кунта вăл артиллерин çыхăну взводне йышăнать. Унта 36 салтак. Вĕсем хушшинче ашшĕпе пĕр тантăшлисем, командирпа пĕр çулаллисем тата çамрăктараххисем те пур. Командира вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма вăхăт нумай кирлĕ пулман. Часах пуринпе те туслашса çитет. Хушаматпа мар, ытларах чухне, ятран чĕнсе калаçать.

... 1943 çулхи июнь уйăхĕ. Пирĕн çарсем тăшман çине тапăнса пырса, утăм хыççăн утăм туса малалла шăваççĕ, ялсемпе хуласене фашистран ирĕке кăлараççĕ. Люхченко генерал-майор тытса тăракан корпуса Псков облаçĕн кăнтăр районĕнчи тата Белорусси республикин çĕрĕсене нимĕçсенчен тасатма хушнă. Корпус приказа кирлĕ пек пурнăçласа пынă. Чугун çул çывăхĕнче вырнаçнă хуласене, ялсене каялла туртса илнĕ. Ирĕке кăларсан салтаксене кашни çĕртех çулталăк ытла нимĕç пусмăрĕнче пурăннă халăх куççулĕ витĕр, ăшшăн кĕтсе илнĕ, çирĕп сывлăхлă пулма пиллесе малалла ăсатнă.

Çĕнтерỹпе хавхаланса пынă салтаксем Белорусси республикине кĕрекен Яртунь станцийĕ çывăхĕнче окружение лекеççĕ. Корпус командованийĕ каялла чакмалла марри тата мĕнле пулсан та 120х80 километрлă лаптăка тытса тăмалли çинчен приказ илет. Çав вăхăтрах окружение татса тухма операцие хатĕрленет.

Артиллери полкĕн командирĕ Баринов полковник блиндажа дивизион командирĕ Рябов майорпа çыхăну взвочĕн командирне Сапожников лейтенанта чĕнтерет. Сăмаха нумай вакласа тăмасăр командирсем умне çапла тĕллев лартать.

_ Ыран ир-ирех тăшман çине пушкăсенчен тăхланлă çумăр çутармалла, снарядсем усăсăр ỹксе ан çурăлччăр, _ тет кĕскен, унтан лейтенанта тăшман ункипе тĕплĕн паллаштарать.

_ Приказ ăнланмалла, _ тет лейтенант, _ çыхăну пулать!

Взвод командирĕ çурăм хыçне провода чĕркенĕ катушка тата ытти çыхăну хатĕрĕсем йăтнă 5 салтакпа полковник кăтартнă маршрутпа çула тухать. Каймалли çул çăмăл та, çывăх та мар. Задание вара кĕске вăхăтра пурнăçламалла. Маршрута улăштармасăр, таврари лару-тăрупа тĕплĕн паллашма çыхăнăва малалла тăсать отделени. Анчах...

 Чугун çул хĕрринчи вĕтлĕх вăрман тата айлăм вырăн шоссе патне илсе тухать. Таврара нимĕнле сас та çук. Связистсем ним шиксĕрех шоссе çывăхне çитсе пыратчĕç. Сасартăк мотоциклсен шавлă сасси илтĕнсе каять. Салтаксем вăрман хĕрне çитнĕ çĕре тăшманăн сăпкаллă мотоциклĕсем тусан кăларса иртеççĕ.

Ăнланмалла, малалла çул çук. Палăртнă вырăна çитме тата 8 çухрăма яхăн каймалла.

Мĕнле йывăр пулсан та унта çитмеллех, мĕншĕн тесен тăшман ункине татса тухас операци ытларах пиртен килет. Эпир пĕлтернĕ çĕрте координаци çеç 18 çухрăмлă хушма артиллеристсем ăнăçлă атакăлама пултараççĕ, _ çакăн пек шухăшсем канăç памарĕç командира. Вара вăл салтаксене хăй патне пуçтарать. Вĕсемпе карта çинче кăтартнă точка патне мĕнле çитмелли пирки канашлать. Юлашкинчен маршрута улăштарса, шурлăх тăрăх кайма задача лартать.

Çавăн пек турĕç те связистсем. Палăртнă вырăна çитсен, лейтенант çийĕнчех дивизионпа çыхăнчĕ, çул çинчи лару-тăрăва пĕлтерчĕ. Хăйсем чарăннă вырăнтан курăнакан тавралăхпа паллаштарчĕ. Полковник Сапожников лейтенанта часах тăшман çине тапăнассине систерчĕ, координацисене пĕтерме хушрĕ.

Вăраха тăсăлчĕ çапăçу. Пĕр-пĕринчен 4-5 метра лартса тухнă 220 гаубицăн татти-сыпписĕр вут-çулăмĕ тăшманăн ункине татса тухрĕ. Пехотинецсем "Ура" кăшкăрса фашистсене малалла хăваласа кайрĕç. _

Лейтенант юлташ, сире Баринов полковник чĕнет, _ терĕ дежурнăй. К.Сапожниковăн чĕри картах сикрĕ. "Кирлĕ мар ĕç нимĕн те туманччĕ-çке, _ шутларĕ вăл. _ Тен, çĕнĕ задани..."

Блиндажри сĕтел хушшинче полковникпа генерал калаçса ларатчĕç.

_ Генерал юлташ, _ терĕ лейтенант сылтăм аллине пилотка çумне тытса честь парса, _ полковникпа калаçма ирĕк парсамăр.

_ Чармастăп, _ тавăрчĕ генерал.

_ Полковник юлташ, _ теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ лейтенант, ăна Баринов хирĕç пырса алă пачĕ. Унтан: _

Çакă ĕнтĕ пирĕн ĕнерхи герой. Унăн тĕрĕс решенийĕсем çĕнтерỹ тума пулăшрĕç, _ терĕ вăл генерал енне çаврăнса.

_ Пултаратăн, лейтенант, _ генерал та Сапожниковăн аллине чăмăртарĕ. Полковник, лейтенанта награда пама тăратăр, алă пусатăп, _ терĕ.

Кунта Кирилл Ивановичăн вăрçă çулĕсенче пулса иртнĕ пĕр эпизодне илсе кăтартрăмăр. Ун пекки тата миçе пулман-ши? Сахал мар, паллах. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çапăçури паттăрлăхшăн Отечественнăй вăрçăн I тата II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.

Вăрçă çухатусăр пулмасть. Унăн та чылай çывăх юлташĕсем çапăçу хирне выртса юлнă. Чĕррисем вара тăшмана вилнисемшĕн тата ытларах тавăрма тупа тунă.

Кирилл Иванович хăй те Латви территорине ирĕке кăларассишĕн пынă пĕр çапăçура аманать. Госпитальте икĕ уйăх сипленсен каллех строя тăрать. Çĕнтерỹ кунне капитан Кенигсберг хулинче кĕтсе илет.

Виçĕ орден тата виçĕ медаль кавалерĕ тăван яла 1945 çулхи декабрьте таврăнать. Вăрçă çулĕсенче юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. Патăрьелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта 35 çул учительте ĕçлет. Вĕрентнĕ хушăрах куçăмсăр майпа Шупашкарта педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Çамрăксене тăван çĕр-шыва юратма, ăна куç шăрçине сыхланă пек сыхлама патриотла воспитани парать.

Вăл тивĕçлĕ канăва тухни те виçĕ теçетке ытла. Апла пулин те сывлăх енчен аптрасах каймасть-ха çĕнтерỹçĕ салтак. Тĕнчери лару-тăрупа хаçат-журнал вуласа паллашать. Раççей Федерацийĕн правительствине хăйне совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатнăранпа 60 çул тултарнă ятпа "Ока" çăмăл автомашина парса чысланăшăн кăмăлтан тав тăвать. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться