Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ

 

Аслă Чементи вăтам шкулти "Ассорти" ташă ушкăнĕ 2003 çулта йĕркеленнĕ. Ачасене М.Медведева ертсе пыракан вуншар тĕрлине вĕрентет: чăваш, вырăс ытти халăхсен (ташшисем) хальхи бал, эстрада ташшисем... Кружока 5-11-мĕш классенче вĕренекен 30 ача çỹрет. "Ассорти" ушкăн хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Çĕнтерỹллĕ пĕрремĕш утăма 2003 çулта Н.Медведева тунăччĕ. Вăл "Шĕлепкеллĕ ташăпа" Шăмăршăра иртнĕ "Цветы Чувашии" конкурсра çурма финала тухма пултарчĕ. Кашни çулах районти "Перепелочка", "Цветы Чувашии" конкурссенче "Ассорти" лауреат ятне çĕнсе илет. Пĕлтĕр "Ташша яра пар" конкурсра финала тухса çĕнтерỹçĕ пулса таврăннăччĕ. Çулсерен иртекен "Акатуй-сабантуй" валли те темиçе ташă хатĕрлет Марина Викентьевна. Районти "Восходящие звезды" конкурсра та лауреатсен йышăнче вĕсем, кăçал та 1-мĕш премине çĕнсе илчĕç. Пĕлтĕр ушкăнри Настьăпа Саша Медведевсем районти ытти ачасемпе пĕрле Турцин тĕп хулинче, Стамбулта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен ташшисен фестивалĕнчен лауреат пулса таврăнчĕç.

"Ассорти" ташă ушкăнĕн юлашки çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ ачасен художество пултарулăхĕн "Адрес детства _ Россия" 7-мĕш фестивале хутшăнса "Ассортин" икĕ ушкăнĕ те районта I вырăна тухма пултарчĕ. Аслă ушкăн вара республикăринче пултарулăхне кăтартрĕ. "Театр танца" номинацинче 2 ташăпа тухрĕç, II вырăна йышăнчĕç. Ялти пĕр уяв та, концерт та ташăсемсĕр иртмест.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться