Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹçĕсем палăрчĕç

 

Искусствăна юратакансен ăсталăхне аталантарса пырас, халиччен мĕн тума пĕлнине сыхласа хăварас, çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртес, ỹссе çитĕнекен ăрăвăн эстетика туйăмне çирĕплетес, истори, тăван ен культурине вĕрентессипе шырав ĕçне анлăн явăçтарас, тавралăхри илемлĕх пуянлăхне ăруран ăрăва тытса пырас, кружоксен, студисен ĕçне кăтартас, пултаруллă ачасене палăртас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн хушма пĕлỹ паракан центрĕ "Теттесем _ ачасен аллипе" выставка ирттерчĕ. Вăл тĕрлĕ номинаципе пулчĕ. Выставкăна районти 15 шкул хутшăнчĕ. Унта ачасен 135 ĕçне тăратнă. Çĕнтерỹçĕсене икĕ ушкăнпа палăртрĕç: 6 çултан пуçласа 12 çулччен, 13-18 çулсенчисем.

Биссертан тунă теттесем номинацире Алманчăри вăтам шкулти К.Горбуновăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи О.Иванова пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Йывăçран теттесем ăсталассипе Турханти вăтам шкулти С.Пятаков пĕрремĕш, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнчи тăваттăмĕш класра вĕренекенсем иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Шăвăçран тунă япаласем Красномайскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан А.Леонтьевăн кăтартуллă тухнă.

Пусмаран тетте ăсталассипе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти К.Иванов пĕрремĕш, Турханти Л.Мискина иккĕмĕш, А.Кузьмина виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ку номинацире аслă ушкăнра та турхансем çĕнтерчĕç. Л.Сидорова пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Шăнкăртамри вăтам шкулти И.Забиров, шкул-интернатри Г.Гаврилова ун хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Тăмран тетте тăвасси те манăçа тухман. Еншикри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти З.Сурнаевпа А.Мефодьева ĕçĕсене жюри вырăна хурса хакларĕ.

"Тематика композицийĕ" номинацинче Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнчи тăваттăмĕш классем пĕрремĕш, Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти кĕçĕн классем иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çакăнти вĕренỹ заведенийĕнчи А.Заплаткинăпа (ертỹçи Г.Кузнецова), А.Астраханцев (ертỹçи Е.Углева) мулкач паннопа призлă вырăнсене тивĕçрĕç.

Выставкăна тăратнă Алманчăри вăтам шкулти А.Петрова, Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкул-садри А.Харитонов, Треньелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти виççĕмш класс ачисен ĕçĕсем те малти вырăнсене йышăнчĕç.

Чи лайăх теттесем республикăри выставкăна хутшăнма тивĕç пулчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 мая 2007
00:00
Поделиться