Тăван чăваш Улăпне

Иван Яковлевич Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, 1992-мĕш çултанпа Чăваш чĕлхи кунĕ тесе палăртма йышăннă. Юлашки çулсенче çак Патшалăх уявĕ тĕлне библиотекăсенче, шкулсенче чăваш чĕлхи эрнине иртересси йăлана кĕчĕ.
Çак йăлапа эпир те, Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче ĕçлекенсем кашни çулах ака уйăхĕн юлашки эрнинче Яковлев вулавĕсене ирттеретпĕр. Тĕрлĕ кĕнеке выставкисем йĕркелетпĕр, ачасене И.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан вечерсем ирттеретпĕр. Çак мероприятисен тĕп тĕллевĕ - И.Я. Яковлевăн, чăваш халăхĕн Улăпĕн сăнарне уçса парасси, ачасене тăван чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Паян та акă, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, вулав залĕнче, Патăрьелĕнчи шкул-интернатра 7-мĕш класра вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва çак класра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Полина Васильевна Шулепова уçрĕ.
"Тăван чăваш Улăпне" ятлă литература сехетне Валентина Лукинапа Людмила Романова библиотекарьсем ертсе пычĕç.
Кристина Кичикина, Борис Макаров, Галина Гаврилова, Настя Шурбина, Руслан Зарубин, Арина Павлова чăваш халăх поэчĕсем: А.Алка, В.Давыдов Анатри, П.Хусанкай, Петров-Виръял, Любовь Мартьянова чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăввисене вуларĕç. В. Лукина И. Яковлевăн "Лаша шырани", "Пулă сĕрни", "Кахалпа юлхав" ятлă кĕске калавĕсене вуласа пачĕ, ун хыççăн ачасемпе калавсене сỹтсе яврĕç.
Ачасене Л. Романова библиотекарь "Чăваш сăмахĕ - пирĕн чăн çăлкуçĕ. Шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре" ятлă кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ. Çак выставка умĕнче çак кунсенче яланах ача-пăча хĕвĕшет. Вĕсене пурне те И. Я. Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарать.