Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парнене-килех!

 

Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Елизавета Владимировна Афанасьева хăйĕн ĕмĕрне сывлăх сыхлавĕнче ирттернĕ: ялтан вунă çухрăмри Ыхра Çырминче фельдшерпа акушер пунктĕнче 40 çула яхăн медицина сестринче вăй хунă. Пенсие кайнă хыççăн икĕ мăнукне пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ.

Çамраках мар пулин те ахаль лармасть, кун каçа тенĕ пек килти хуçалăхра аппаланать, выльăх- чĕрлĕх пăхать. Пушаннă вăхăтра вăл алла "Хыпар" хаçат тытать. Кашни номере мĕн пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухать. "Пăянам çĕнĕ хыпарсене пирĕнтен те нумай пĕлет",- шỹтлет кинĕ Галина Ивановна.

Афанасьевсен килĕнче "Хыпара" чунран сумлаççĕ. Ку килте ăна "Коммунизм ялавĕ" ятпа тухнă чухне те çырăнса тăнă. Халĕ, ав, унпа пĕрлех "Чăваш хĕрарăмĕ" те, "Сывлăхĕ" те, ыттисем те килсе тăраççĕ. Вĕсене Елизавета Владимировна ялан хăйĕн пỹлĕмĕнче тытать, чылайччен упрать, 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнтарнă тапхăрта вăл "Хыпар" ирттерекен лоторейăна хутшăннă. Телейлех çав Лиза аппа: чи хаклă парне- телевизор- выляса илнĕ. Ăна "Хыпар" Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ- тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев килнеч çитсе парнелерĕ. "Хыпарăн" авалхи тусне парне панă çĕре Патăрьел район пуçлехĕ Николай Глухов та хутшăнчĕ, ĕç ветеранне çак телейпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Сăмах май, çак кун республикăри çырăнтару кунне йĕркеленĕрен, Николай Иванович хăйне валли "Хыпар" хаçатпа унăн икĕ кăларăмне çырăннă. Унсăр пуçне вăл халиччен чăваш хаçачĕсĕр пурăннă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул библиотекине 2007 çур çулĕнче илсе тăма "Хыпарпа" виçĕ "ачине" парнелерĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2007
00:00
Поделиться