Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тирпейленет-илемленет тăван тавралăх

Патăрьел. Пăлапа Юхма тăрăхĕнче пурăнакансем, учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем кашни эрне кун урамсене, лапамсене тирпейлеме тухаççĕ. Чылай çĕрте вара çĕр типсе пынă май ĕç вăхăтĕнчех тухса картишсене тасатаççĕ, бордюрсене тата йывăçсене шуратаççĕ. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕпе 27-мĕш кунĕсене районта "Йывăç кунĕ" тесе палăртнă, 500 пин чăрăш хунавĕ, 50 пин кизил тĕмĕ хатĕрлесе хунă ĕнтĕ. Паян Патăрьелĕнчен Сăкăта каякан çулăн икĕ енĕпе йывăç лартаççĕ.

Кăçал район центрĕнчи, çавăн пекех ытти ялти предприяти- организацисен умĕсенче кăна мар, вĕсен таврашне те тирпейлес пирки çивĕч калаçу пулчĕ. Пытарма киирлĕ мар, çын çĕремен çĕрте мĕн кăна йăваланса выртмасть пулĕ! Çырма- çатра тăрăхĕсене те çỹп-çап тăкса тултарнă. Тирпей-илем уйăхлĕхĕнче çак вырăнсене те тасатма палăртаççĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 апреля 2007
00:00
Поделиться