Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аксакалсен канашĕ ĕçе пикенет

 

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне йĕркелеме депутатсене, урам представителĕсене, обществăн тĕрлĕ организацинеианлăн явăçтараççĕ. Кавказ тĕвĕсем тарвашĕнчи автономиллĕ республикăсенчи опытпа усă курса хальтерех çеç кунта тата тепĕр орган туса хунă. Ял тăрăх пуçлăхĕ çумĕнче малашне шур сухалсен- аксакалсен канашĕ пулать. Унта ялти хисеплĕ те сумлă ватăсене, пурĕ 23 арçынна кĕртнĕ. Вĕсене мăсăльмансен пилĕк прихутĕнчен уççăн сасăласа суйласа илнĕ. Ял пуçлăхĕн Рашид Купкеновăн шухăшĕпе аксакалсем халăхăн йăли- йĕркипе çыхăннă çивĕч ыйтăсене татса панă чухне хăйсен шухăшĕсене палăртма тивĕçлĕ.

Аксакалсен канашĕ хăйĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ те ĕнтĕ. Унта вĕсем ял тăрăхĕ аталанăвĕн çул-йĕрĕсене сỹтсе явнă, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитании парас енĕпе тăвакан ĕç- хĕле тишкернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 апреля 2007
00:00
Поделиться