Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсенче

 Шăнкăртам. Ял тăрăхĕнче бюджет учрежденийĕсенчи работниксемпе черетлĕ канашлу иртнĕ. Унта çĕр лаптăкĕсемпе куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх кадастрне шута илессине вĕçлесси мĕнле пыни пирки пăхса тухнă. Кунтах аренда тỹлевĕ тата ытти кулленхи ыйтусене те хускатнă.

Алманчă. Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен асăрханас тĕллевпе ялта 1827 кайăк-кĕшĕке вакцинаци тунă. Ку енĕпе ветеринари работникĕсене ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем пулăшнă. Çак яваплă ĕçе Кзыл Чишмари ветеринари врачĕ Х.Хамматов ертсе пынă.

Сăкăт. Ялта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçнăранпа икĕ çул иртнĕ. Кунсерен специалистсем 20-25 çынна йышăнаççĕ. Кăнтăрлахи стационарта та сипленекенсем йышлă. Кашни эрнерех юн пусăмĕ пысăккисемпе, сывлăш çулĕ пỹлĕнекенсемпе вĕрентỹ ирттереççĕ. Сывă пурнăçа пăхăнассипе уйăхсерен лекцисем йĕркелеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2007
00:00
Поделиться