Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Политканашăн анлă ларăвĕ

 "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн политканаш анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта политканаш членĕсем, пуçламăш уйрăм секретарĕсем, контрольпе ревизи комиссийĕн вырăнти членĕсем хутшăннă.

Лару çĕнĕ членсене парти билечĕсем панинчен пуçланнă. Вĕсен йышĕ уйăхсеренех ỹссе пырать. 2007 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне партин чăваш регионаллĕ уйрăмĕнче 18074 член шутланать. Вĕсенчен 463-шĕ _ Патăрьелсем. Январьте пирĕн районта парти йышне 18, февральте 25 çын хутшăннă.

Март-апрель уйăхĕсенче партин пуçламăш уйрăмĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче секретарьсемпе ревизорсем хăйсен ĕçĕсем çинчен отчетсем туса параççĕ, çĕнĕ ушкăн, райконференцине кайма делегатсем суйлаççĕ.

Политканашăн анлă ларăвĕнче отчетпа тата суйлавпа çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă. Кунтах единороссен ретне тăма ыйтнисен заявленийĕсене те тивĕçтернĕ. Политканашăн анлă ларăвне "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн представителĕ В.Грачев хутшăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2007
00:00
Поделиться