Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи пуху усăллă пултăр

 Районти культура çуртĕнче ăнăçсăр çемьесенчи çул çитмен, преступлени çулĕ çине тăнă ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, шкул директорĕсемпе пĕрлехи пуху пулчĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕн пулăшуçи В.Путяков, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Кузнецова, райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ В.Семенов, уголовлă айăплав инспекци начальникĕ Н.Кошкин, ГИБДД инспекторĕ Т.Борисова хутшăнчĕç. Хаçат вулакансене пухура тухса каланисен шухăшсемпе кĕскен паллаштаратпăр.

В.Кузнецова, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ: _Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем преступлени тăвасси аслисеннинчен те пĕлтерĕшлĕрех темелле. 2006 çулта, сăмахран, районта 26 преступлени пулнă. Ку вăл маларахри çулпа танлаштарсан та 8,3 процент ытларах. Преступленисен пысăк пайĕ вăрлассипе çыхăннă. Çынна хăратса япала туртса илекенсем те пур. Çак сăлтавпа кĕсье телефонĕ пирки ытларах каласа хăварас килет. Ку вăл ачасен хăйне кура "чир" те пулса кайрĕ.

Юлашки вăхăтра Патăрьелĕнче компьютер выляв салонĕсем ĕçлени çул çитмен ачасене пăсăлма, йĕркерен тухма уйрăмах пулăшать. Çавна пулах вĕсем уроксене сиктереççĕ, хăйсене ирĕккĕн тытма пикенеççĕ, юлашкинчен преступлени çулĕ çине те тăраççĕ.

Паянхи куна районĕпе 52 çул çитмен ача профилактика тумалли шутра тăраççĕ. Вĕсемпе тата çемйисемпе кашнийĕнпе уйрăмшарăн ĕçлеме тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен ачасем пысăк преступлени туса хуриччен чылай ăнлантару ĕçĕсем туса ирттермелле, наркомани, токсикомани енне ан туртăнччăр, эрех-сăрапа иртĕнсе çамрăк организмĕсене ан сиенлеччĕр тесе тăрăшмалла. Сывă та тĕреклĕ, пысăк ăс-хакăллă ачасем çитĕнни _ обществăн шанчăклă малашлăхĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Президенчĕ те Патшалăх Канашне янă Уçă çырура тырă пулмасан _ пĕр çул хуйхă, ывăл-хĕр ăнмасан _ ĕмĕрлĕх хуйхă тесе хак панă ачасем пирки. Ача çулталăкĕнче çакна кашни ашшĕ-амăшĕ пушшех ăша хывмалла.

В.Семенов, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ: _ Ачасен пуласлăхĕ, шăпи чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн аллинче. Комисси секретарĕ пулнă май, мана ытларах ачасем эрех-сăрапа ашкăнни пăшăрхантарать. Кăçал, сăмахран, виçĕ уйăхра комиссинче эпир 44 адмпротокол пăхса тухнă. Вĕсенчен шăпах çуррине административлă яваплăх ачисем эрех ĕçнĕшĕн тыттарнă.

Н.Кошкин, уголовлă ĕçсемпе тимлекен инспекци начальникĕ: _ Пирĕн инспекци тĕрлĕрен преступниксене, условнă майпа айăпланисене суд ыйтнă пек йышăнăва пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать. Аслисем хушшинче çул çитмен ачасем те çакланаççĕ. Пĕлтĕр, акă, мĕн пур преступленисенчен 6,9 проценчĕ çул çитмен ачасем пулнă. Хальхи вăхăтра та пирĕн инспекцинче условлă майпа айăпланă ултă çамрăк ача. Чылай чухне айăпа кĕнисем хăйсен йăнăшне ăнланса илеççĕ, мĕн ыйтнине е хушнине пурнăçлаççĕ, тỹрленме тăрăшаççĕ. Çавнашкал ачасен айăплавне маларах та илме пулать. Пĕлтĕр, сăмахран, çакăн пек икĕ тĕслĕх пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2007
00:00
Поделиться