Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Авангард" хаçата _ 95 экземпляр

 

"Авангард" хаçата çырăнтарасси 2006 çулхи иккĕмĕш çур çулта иртнĕ тапхăртисемпе танлаштарсан 125 экземпляр ỹснĕ. Пĕлтĕр 3356 пулсан, кăçал 3481-е çитнĕ. Асăннă ыйтупа интересленсен, мĕн каласа кăтартрĕ районти çыхăну уйрăмĕнчи хаçат-журнал сарас тĕлĕшпе ĕçлекен З.Цветкова инструктор: _

Патăрьел участокĕнче вăй хуракансем уйрăмах тăрăшуллă. Кунта вĕсем _ çиччĕн. Сăмахран, "Авангард" хаçата кăçал А.Грачева _ 96, Н.Ракова _ 95, Л.Яковлева _ 88, Е.Бородова 72 экземпляр çырăнтарнă. Çак ĕçе пурнăçлама вĕсене ĕç стажĕ те, подписчиксемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни те, шаннă ĕçе таса чун-чĕрепе туса пыни те нумай пулăшать, _ терĕ вăл.

Пирĕн кĕске сăмах Патăрьелĕн хĕвелтухăç енче пурăнакан халăха хаçат-журналпа, пенсипе, ытти çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен Н.Ракова çинчен.

Почтальонка ĕçне вăл 17 çул каялла пуçăннă. Çак хушăра уяр çанталăксăр пуçне, йĕпе-сапара, çил-тăман алхаснă хушăра тĕрлĕ корреспонденцие подписчиксем патне вăхăтра çитерес тесе миçе çĕр километр утса тухман-ши? Ăна хăй те тĕплĕн татса калаймасть. Хăйĕн участокĕнчи 7 урамра пурăнакансем патĕнче куллен тĕрлĕ ĕç тăвать. "Авангард" хаçатсăр пуçне тата ытти хаçат-журнала 149 экземпляр салатать, 215 çынна пенси укçи, 90 _ коммуналлă çăмăллăхсем парать тата ытти те. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сумки яланах тулли.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Надежда Николаевнăна хаçат-журнал сарас тĕлĕшпе тĕслĕхлĕ ĕçленĕшĕн республикăра тухса тăракан "Хыпар" тата "Тантăш" хаçат редакцийĕсем хаклă парне парса чысланă. Çавăн пекех районти çыхăну уйрăмĕн Хисеп хутне те тивĕç пулнă. Хальхи вăхăтра вăл хаçат-журнала иккĕмĕш çур çулшăн сарас тесе тимлет. "Авангард" хаçата вара тата та ытларах çырăнтарса подписчиксем патне вăхăтра çитересшĕн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2007
00:00
Поделиться