Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника тĕрĕслевне _ срокра, пахалăхпа

 Март-июнь уйăхĕсенче тракторсене, прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен, çул-йĕр тата ытти машинăсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Ăна валли ятарлă комисси йĕркеленĕ, хăш хуçалăха, организаци-предприятие хăçан каймаллин план-графикне тунă.

Чи малтан ял хуçалăх предприятийĕсенчи техникăна хатĕррисен ретне лартмашкăн мĕнле тăрăшнине пăхма палăртнă. Паянхи куна районти хуçалăхсенче 723 хăй тĕллĕн çỹрекен машинăпа 233 трактор прицепĕ шута илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 340 тракторпа 200 трактор прицепĕ шутланать. Çур аки пуçланиччен ятарлă комисси пур хуçалăха та çитсе килĕ, анчах кăшт маларах вырăнта ертỹçĕн, инженерăн тата опытлă трактористсен хăйсен ĕçне хакламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле.

Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларни çын сывлăхне, пурнăçне, хуçалăх пурлăхне сыхласа хăварма, çут çанталăка вараласран упрама май парать. Çавăн пекех хурçă утсен кăкарса çỹремелли хатĕрсен шутне тата ытти регистрациленĕ кăтартусене, трактористсен прависем пуррипе çуккине, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнине пĕлме пулать.

Трактор-машинăпа усă курнă май вĕсен хăш-пĕр пайĕ юрăхсăра тухать. Юсанă чухне двигательсене улăштарни пирки техника паспорчĕ тата ытти регистрациленĕ документсем çине асăрхаттарса çырма манмалла мар.

Иртнĕ çулсенчи кăтартусенчен çакна палăртмалла. Пĕлтĕр тракторсен _ 72, транспорт хатĕрĕсен 47 проценчĕ çеç тĕрĕслев витĕр тухнă. Уйрăмах электричество оборудованийĕсем, тормоз системи, руль управленийĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулнă, çавăнпа та ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Патшалăх тĕрĕслевĕн иккĕмĕш тапхăрĕ май-июнь уйăхĕсенче иртет. Ун чухне строительство, çул-йĕр предприятийĕсенчи, фермер, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи, организацисенчи тракторсене, прицепсене, çул-йĕр строительствин машинисене тĕрĕслĕç. Пĕлтĕрхи тĕрĕслев вăхăтĕнче "Батыревская" МСО, Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищи тата ытти хăшĕ-пĕри машинăсене шута илнĕ срока урăхлатса кăтартнă. Хăш-пĕр фермерсем, уйрăм çынсем хăйсен тракторĕсемпе прицепĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассинчен пăрăнни те тарăхтарать. Çуллен ирттерекен "Трактор" операци вăхăтĕнче вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилине, техника хăрушсăрлăхне пăснине тупса палăртнă.

Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине тивĕçлĕ шая хурса хакламанни чылай чухне пысăк инкек-синкекпе вĕçленет. Çакна кашни ертỹçĕн, уйрăм çыннăн асра тытмалла, план-графикпа килĕшỹллĕн техника тĕрĕслевне ирттермеллех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться