Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шута илме, асăрханма!

  Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕ çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсассине, преступлени çулĕ çине тăрассине чакарас, унтан та ытларах _ пĕтерсе хурас тесе тĕрлĕ майпа усă курса ĕçлет. Шкулсенче вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тăтăшах тĕл пулать, рейдсем ирттерет, ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăну тытать. Çапах та киревсĕр, хура ĕç тăвакан ачасем тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсенчен чылайăшне вара административлă майпа айăплама та лекет. Камсене тата мĕнлерех сăлтавпа явап тыттарма пултараççĕ-ха?

Сăмахран, административлă Кодексăн 20-мĕш статйине илер. Унăн пĕрремĕш пайĕ хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн явап тыттарасси çинчен калать. Çакăн пек ĕçсемшĕн çамрăка 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штрафлаççĕ е 15 талăк таран хупса усраççĕ. Кодексăн çак статйин тепĕр пайĕ обществăлла вырăнсенче эрех ĕçнипе, наркотиклă япаласемпе усă курнăшăн айăпласа явап тыттарассипе çыхăннă. Йĕркене çакăн пек пăснăшăн 100 тенкĕрен пуçласа 300 тенкĕ таран штраф параççĕ.

Çак статьярах обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çапкаланса çỹрекенсене явап тыттарасси пирки те каланă. Штрафĕ 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран. Чи хăрушши 15 талăк таран арестлеме те пултараççĕ. Кунтах ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ пирки те пăхса хăварнă. Ача ỹсĕрпе обществăлла вырăнта çапкаланса çỹренĕшĕн, ăна кирлĕ пек воспитани паманшăн та 300-500 тенкĕ штраф тỹлемелле.

Çул çитмен ачасене мĕнлерех ĕçсемшĕн райшалĕçпайĕн подразделенийĕнче шута илеççĕ-ха? Наркотиклă япаласемпе иртĕхет пулсан, йĕркене административлă майпа пăснăшăн, уголовлă яваплăхран амнистие пула хăтăлнă çамрăксене, çул çитмен пирки уголовлă яваплăх тыттармасăр хăварнă ачасене, психика аталанăвĕ кая юлнă пирки уголовлă яваплăха лекменнисене, преступлени тунăшăн айăпланакан, анчах следстви изоляторне хупса хуман çамрăксене тата ытти те. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те, учительсен те, çул çитмен ачашăн яваплă ытти органсен те ачасем тĕрĕс мар çул çине ан тăччăр тесе тăрăшмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться