Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

 Виçĕмкун ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Физкультура, спорт, туризм министрĕ А.Николаев, Раççей налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ инспекцин руководителĕ Е.Чернов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, структура подразделенийĕсен предприяти, организаци, учреждени ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Пухăва М.Петров председатель ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа _ Патăрьел районĕн 2006 çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн, бюджета пурнăçланин итогĕсем тата 2007 çулхи тĕллевсем пирки район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Г.Иванова, финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова докладсем туса пачĕç. Малалла пухăва хутшăннисем яланхи комисси председателĕн П.Никифоровăн хушма докладне итлерĕç. Ун хыççăн депутатсем икĕ доклада та пĕрле сỹтсе яврĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче Патăрьел районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси, граждансенчен ыйтса пĕлессин положенийĕ çинчен те ыйтусем пăхса тухрĕç. Кун пирки С.Торговцев паллаштарчĕ.

Лару сỹтсе явнă кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну турĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться