Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕрке кирек камшăн та пĕрре

 

Автоçул çинчи асăрханулăх çителĕксĕррипе сахал мар автоавари пулать. Хăш-пĕр чухне инкек синкерлĕ те вĕçленет. Кăçалхи икĕ уйăхра районта виçĕ аварие шута илнĕ. Вĕсенче тăваттăн аманнă. Телее, никамăн пурнăçĕ те татăлман.

Асăннă тапхăрта ỹсĕр водительсен, çул çитменнисен айăпĕсемпе авари пулман. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çакă ырă кăтарту темелле.

Юлашки вăхăтра уйрăмах çăмăл автомашинăсемпе çỹрекен çамрăксем кантăкĕсене çутă кĕмен материалпа хуплаççĕ. ГОСТ ыйтнипе килĕшỹллĕн ăна хăйĕн норминчен ытлашши хупласан водителе административлă майпа айăплаççĕ. Нумай пулмасть çак тĕллевпе районта профилактика мероприятийĕсем иртрĕç. ГОСТ ыйтнине мĕнле пурнăçланине, пăхăннине тишкерсе мĕн пурĕ 69 автотранспорта тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 47 водитель ячĕпе административлă протокол çырнă.

Хăш-пĕр чухне ОГИБДД сотрудникĕсен тĕрлĕрен сăлтавпа çул çинче йĕркене пăхăнманшăн чарнă автомашинăсене водитель ячĕпе акт çырнă хыççăн ятарлă тỹлевлĕ чарăну вырăнне те лартма тивет.

Сăмахран, çăмăл автомашинăсемшĕн çак ятарлă вырăна çаклансан, кашни пĕр сехетшĕн 24 тенкĕ, груз турттаракансемшĕн 36, мотоциклсемшĕн 12 тенкĕ тỹлемелле. Вăхăчĕ вара административлă протокол çырнă самантран пуçланса каять. Çавăнпа та райшалĕçпайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх уйрăмĕ кашни водителех çул çинче йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтать. Вăл вара пуриншĕн те пĕрре çеç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться