Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ

Юлашки вăхăтра çынсем алкоголлĕ шĕвекпе сиенленсе вилнĕ тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Район прокуратуринчи кăтартусене тишкерсен, сăмахран, пĕлтĕр Раççейре те, Чăваш Республикинче те пахалăхсăр эрех ĕçнипе чылай çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра вăйпиттисем те, çамрăксем те пайтах.

Çакнашкал киревсĕр пулăмсене чакарас, пахалăхсăр алкоголлĕ шĕвек сутассине пĕтерес тĕллевпе йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсем тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл спирт тытăмлă пахалăхсăр продукцине сутакансене административлă яваплăх тыттарасси е уголовлă майпа айăпласси.

Унччен Чăваш Республикин административлă йĕркелĕх çинчен калакан саккунăн 16 статйипе килĕшỹллĕн лицензисĕр, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ спирт тытăмлă пахалăхсăр продукци сутнăшăн пысăк штраф панă. Ку айăплав та пĕчĕкех мар темелле. Халĕ вара çакнашкал тавар сутакансене РФ Уголовлă Кодексăн 238 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшỹллĕн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Çавăнпа та услам тăвакансен меслечĕ хака ларма пултарать.

Акă, сăмахран, иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче район прокуратури пĕр гражданинăн ĕçне тĕпчесе йышăну тума суда ярса панă. Вăл вара шăпах Чăваш Республикин административлă йĕркелĕх çинчен калакан 16 статйипе _ спирт тытăмлă пахалăхсăр продукт сутнипе çыхăннă. Çакăн хыççăн та киревсĕр ĕçрен хăтăлма тăрăшман вăл. Декабрьте каллех пахалăхсăр сăмакун сутнипе çакланнă. Асăннă гражданина, паллах, çывăх вăхăтра икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться