Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурт-хăмăрçă канашлать

 Райпон актовăй залĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче тата харпăр хăй хуçалăхĕсенче хурт-хăмăр тытакансен семинар-канашлăвĕ пулчĕ. Унта 121 утарçă хутшăнчĕ. Семинар канашлăва район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, малашлăхĕпе приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçламалли задачăсемпе паллаштарчĕ. Пыл продукцине вырнаçтарма потребительсен кооперативĕ тума май пуррине палăртрĕ.

Çак кун районта информаци кунĕ пулнă май, семинар-канашлу ĕçне ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен ззотехник-утарçă Н.Пирожков хăйĕн докладĕнче Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенче хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç мĕнле шайра тăнине палăртрĕ. Патăрьел зонинчи ветеринари лабораторийĕн директорĕ Л.Ефимова пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçнине пĕлме лабораторипе диагностика тишкерĕвĕ тума кирли пирки каларĕ, утарăн ветеринарипе санитари паспортне тумалли йĕркепе паллаштарчĕ. Вĕлле хурчĕсен чирĕсенчен сипленмелли эмелсем пирки Шăмăршă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ертỹçи П.Пирогов тухса калаçрĕ. "Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен чăваш агентстви" патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Г.Максимов республикăра хурт-хăмăр ĕрчетессипе мĕнлерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.

Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков пĕтĕмлетрĕ.

Юлашкинчен хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре уйрăмах палăрнисене чысларĕç. Çак хисепе "Исток" хуçалăх утарçи В.Яковлев, уйрăм хурт-хăмăрçăран Тутар Сăкăтĕнчи С.Хуснетдинов, Шăмăршă районĕнчи В.Михайлов, Елчĕк районĕнчи М.Галеев тивĕç пулчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться