Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Элита вăрлăхсем туянаççĕ

 2006 çулта республикăри специалистсем 100 пин гектар çинче сортлă вăрлăх хатĕрленĕ. Сăнав вăхăтĕнче кĕрхи "Московская-39", "Безенчукская-87" ыраш, çурхи "Прохоровка", "Приокская", "Московская 35", "Ирень" тулă, "Эльф", "БИОС" урпа, "Аргамак", "Козырь", "Улов" сĕлĕ сорчĕсем уйрăмах пысăк пахалăхлă пулни палăрнă.

Çакăн пек элита сортсене туянас тĕлĕшпе пирĕн районти "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи В.Кузнецов, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертỹçи Ю.Попов уйрăмах пуçарулăх кăтартаççĕ. Вĕсем çавăн пекех выльăх апатлĕх нимĕç пăрçи вăрлăхне те çителĕклĕ туяннă.

Наци проекчĕ: АПК

"АПКна аталантарасси" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул ялта пурăнакан 1075 çемье хушма хуçалăхне аталантарма 176 миллион та 715 пин тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Кăçал ку хисеп татах та ỹсет, 39 миллион тенкĕ пысăкрах пулать. Мартăн 16-мĕшĕ тĕлне 151 çемье 22 миллион тенкĕ кредит илнĕ те ĕнтĕ. Ял тăрăхĕсенче çăмăллăх кредичĕ илме пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться