Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç-пуç синкерлĕ те вĕçленет

 Тăтăшах эрех-сăрапа ашкăнаканăн психики те, ăс-тăнĕ те, сăнĕ-пичĕ те улшăнать. Çакнашкал çынсем ỹсĕрĕлсен кирлĕ кирлĕмаршăнах мăшăрĕпе те, паллаканпа та харкашаççĕ, хирĕçĕве кĕреççĕ, кирлĕ пулсан çапăçсах каяççĕ. Чылай чухне вĕсем йывăр сурансемпе больницăна та çакланаççĕ. Шел пулин те харкашу синкерлĕ вĕçленни те пулать. Тĕслĕх вырăнне Р.Мухтяров ĕçне илсе кăтартас килет.

2006 çулхи ноябрь уйăхĕнче Ыхра Çырми çынни аванах ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ хыççăн М.Шамионовпа хирĕçĕве кĕрсе каять те юлашкинчен ăна пăта кăларакан хатĕрпе пуçĕнчен çапса пысăк суран тăвать. Инкек тỹсекен вара больницăра вилсе каять. Çак преступникĕн район сучĕн приговорĕпе РФ УК-ăн 114 статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн ăна çичĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2007
00:00
Поделиться