Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Укçа тарпа пухăнать

 

Ĕлĕкренех "Труд" хуçалăх районта малтисенчен пĕри шутланнă. Паянхи кун та вăл пасар экономикинче çухалса каймасăр вăйланса та çирĕпленсе пырать. Çакна çак кунсенче пулса иртнĕ отчетлă пуху та çирĕплетрĕ. Ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Николай Петрович Михайлов туса панă отчетран çакă курăнчĕ: хуçалăх паянхи кунпа тан утма тăрăшать, çĕнĕлĕхсем шырать, пус çумне пус хушса малаллах талпăнать.

_ Паянхи пурнăç хăйех ĕç условисене тĕпрен улăштарма ыйтать, _ терĕ Николай Петрович.

_ Иртнĕ çул 1311 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса ỹстертĕмĕр, 35763 центнер тĕш тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 27,3 центнер тухрĕ. Çав шутра кĕрхи тулă _ 34,2, урпа _ 26,9, сĕлĕ _ 31,5, çурхи тулă _ 21,6, пăрçа _ 19,8, вика 23 центнер пулчĕ. Унсăр пуçне кашни гектартан 335,1 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 289,9 центнер çĕр улми, 653,8 центнер выльăх кăшманĕ туса илтĕмĕр. А.Раськин бригадинче тухăç ыттисенчен ытларах пулчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем те хастар. Шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ те ỹснĕ. Çавна май аш-какайпа сĕт тухăçĕ те хăпарнă. Сăвăнакан ĕнесем 170 пуç. Талăкра кашни ĕнерен 10 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,3 килограмм ытларах.

 "Труд" хуçалăх паян тесен паян çур акине тухма хатĕр. Техника юсавлă, акмалли вăрлăх кондициллĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килнĕ. Сутлăх 50 тонна элита урпапа 30 тонна репродукциллĕ çурхи тулă вăрлăхĕ пур.

Иртнĕ çула кооператив тупăшлă вĕçленĕ. Пухура усламран илекен 180 пин тенкĕ дивидента кооператив членĕсем хушшинче пайлама килĕшнĕ.

Çавăн пекех пухăва хутшăннисем кооперативăн сăнав совечĕн отчечĕпе паллашнă, 2006 çулхи баланса, 2007 çулхи производствăпа финанс планне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Пуху производствăра малта пыракансене чысланипе вĕçленнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться